Ульяновск облаҫӗнчи команда турнирӑн сенсацийӗ пулса тӑчӗ
"Сувар" турнирне пӗрре те сиктермен Рункӑ команди ӑмӑртӑва хутшӑнманни йӗркелекенсене кӑштах тӗлӗнтерчӗ.
Маларах ҫырнӑччӗ ӗнтӗ, кӑҫалхи турнира Тутарстанри районсенмпе Чӑваш Республикинчи команда кӑна мар, Ульяновск облаҫӗнчи футболистсем те хутшӑнчӗҫ тесе. Ҫакӑ хаҫат кубокӗшӗн ирттерекен ӑмӑртӑва регионсем хушшинчи шая ҫӗклеме пултарчӗ. Ҫавӑнпа та унта кӑҫал 9 команда хутшӑннинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тӑр. Пӑва районӗнчен "Батыр-1", "Батыр-2", "Тӑхӑрьял", "Альших" командисем. Ҫӗпрел районӗнчен "Аслӑ Аксу" тата "Кивӗ Ҫӗпрел", Теччӗ районӗнчи Тоншермаран "Аталан", Чӑваш Республикинчен "Елчӗк", Ульяновск облаҫӗнчен "Нагаткино". "Сувар" турнирне пӗрре те сиктермен Рункӑ команди кӑҫал футбол ӑмӑртӑвне хутшӑнманни йӗркелекенсене кӑштах тӗлӗнтерчӗ. Конкуренци пысӑк пулассине пӗлсе килмерӗҫ-ши Пӑваран 8 километрта кӑна вырнаҫнӑ ял спортсменӗсем? Калама йывӑр.
Конкуренци чӑнах та вӑйлӑччӗ. Мӗншӗн тесен район центрӗсенчи командӑсен выляс ӑсталӑхӗ, мӗн пытармалли, вӑйлӑрах. Ҫапла Аслӑ Нагаткино ачисем те ҫӗнтерӳшӗн кӗрешме килнине тӳрех кӑтартма тытӑнчӗҫ. "Батыр-2" командӑпа вылянӑ пӗрремӗш вӑййи кӑна вӗсен ӑнсах каймарӗ, 1:3 шутпа выляса ячӗҫ. Иккӗмӗш вӑйӑра нагаткинсем Аслӑ Аксу ялӗн футболисчӗсене 2:0 шутпа парӑнтарчӗҫ, тоншермасене 2:1 шутпа ҫӗнтерчӗҫ. Ушкӑнра 2 мӗш вырӑна тухса Ульяновск облаҫӗнчи команда турнирти виҫҫӗмӗш вырӑншӑн Кивӗ Ҫӗпрел командипе кӗрешрӗ. Ҫӗнтерӳ вӗсене йӗркелекенсенчен медальсемпе парнесем илме май пачӗ. Самах май, вӗсем ҫинчен те ырӑ сӑмахсем каласа хӑварма кӑмӑл пур: Пӑвари ачасен спорт шкулӗ, районти Чӑваш наципе культура центрӗ тата, паллах, "Сувар" хаҫат редакцийӗ. Пӗчӗк спортсменсене вӗри апатпа тивӗҫтернӗшӗн Валентина Ильинана уйрӑмах пысӑк тав сӑмахӗсем калас килет. Кӑнтӑрла пуҫланнӑ ӑмӑрту улттӑмӗш ҫурричченех тӑсӑлчӗ.
Нагаткино командин тренерӗ Дмитрий Пименов хаҫат Кубокне ҫӳллӗ шайра ирттернине палӑртрӗ, ҫитес ҫулхи турнира вӗсем лайӑхрах хатӗрленсе килме тӗллев лартнрне пӗлтерчӗ.
Самах май, кӑҫалхи турнирта "Чи лайӑх нападающий" номинацие Ульяновск облаҫӗн спортсменӗ Владислав Рахманов тивӗҫрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев