Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Упи библиотекинче Ача-пăча кӗнекин эрнине халалланă мероприяти иртрӗ

Нумаях пулмасть Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗн библиотекинче Пӗтӗ Раççейри ача-пăча кӗнекин эрнине халалланă мероприяти иртрӗ. Ăна, паллах, Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă.

Мероприяти пуçламăшӗнче библиотекарь пухăннисене Ача-пăча кӗнекин эрнин историйӗпе паллаштарчӗ. Унтан викторина ирттерчӗ. Ачасем юратнă кӗнекисене аса илчӗç, каласа панă тăрăх вăл е ку сăнар хăш кӗнекерен пулнине тавçăрчӗç, сыпăксене вуласа вӗсем хăш хайлавран пулнине пӗлчӗç, паллă каларăшсене хăш автор каланине пӗлчӗç, сăвăсен йӗркисене вуланă май малаллине каларӗç…

Викторина хыççăн вара ачасем юратнă çыравçăсен произведенийӗсене вуларӗç.

Мероприятин иккӗмӗш пайне Раççейри халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалларӗç. Ачасем тӗрлӗ халăхсен наци тумӗсене тăхăнса вӗсен юмахӗсене каласа пачӗç.

Ирина ПАВЛОВА,

библиотекарь.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев