Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Урал сасси» хаçатăн пӗрремӗш номерӗ тухнăранпа 35 çул çитрӗ

Вăтăр пилĕк çул каялла, октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пушкăрт Республикинчи «Урал сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă, тесе пӗлтерет хаçатăн Телеграмм-каналӗ.

Хальхи вăхăтра  Пушкăртстанри чăваш кăларăмĕ республикăра тăван чӗлхепе культурăна сыхласа хăварас ӗçе пысăк тӳпе хывать,  кулленхи пурнăçра вулакана хумхантаракан ыйтусене çутать, вĕсене татса пама пулăшать.

«Урал сасси» редакци коллективне хаçатăн пӗрремӗш номерӗ тухнăранпа 35 çул çитнӗ ятпа чун-чӗрерӗн  саламлатпăр. Çӗнӗ пуçарусене туллин пурнăçламалла пултăр! Вулакансен шучӗ кунран-кун ӳссе пытăр. Хаçатра тăрăшакансене – çирӗп сывлăх, ăнăçу тата телей сунатпăр.

В. Александрова сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России