Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Урам искусстви кăна та мар

Хусанти «Смена» Хальхи вăхăтри культура центрӗнче февралӗн 23-мӗшӗнче «Хроника цветущих событий» курав уçăлчӗ


Хусанти «Смена» Хальхи вăхăтри культура центрӗнче февралӗн 23-мӗшӗнче «Хроника цветущих событий» курав уçăлчӗ

 Ăна «Триумф» галерейăпа (Мускав) «Тихая» студи (Чулхула) «Системная сборка» проект витӗмӗпе хатӗрленӗ. Чулхулари 20 ытла çамрăк ӳнерçӗн ӗçӗсене курса паллашма май пур курав пынă вăхăтра. 

«Системная сборка» проекта «Триумф» илсе пырать. Раççейри тӗрлӗ хуласенчи ӳнерçӗсен ӗçӗсене пухса Мускавра курав ирттернӗ хыççăн экспозици çӗршыв тăрăх «гастроле» каять — пӗр-пӗр хулара курава пуçтарать. Халӗ Хусанта пыракан курава мускавсемпе хула хăнисем курма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. 
2023 çулта проектăн пӗрремӗш куравне «Улица с односторонним движением» хатӗрлеме «Смена» Хальхи вăхăтри культура центрӗ те хутшăннă. Унта Хусан ӳнерçисен ӗçӗсене йышăннă. 

«Хроника цветущих событий» курав ятне Чулхулари ячӗ паллă аноним-ӳнерçӗ сăмахӗсене илнӗ. Урамри ӳнерçӗ, ăна халăхра Синий Карандаш ятпа пӗлеççӗ. Хула урамӗсенче тӗрлӗ çӗрте çивӗч шухăшлă, асра юлмалла сăмахсем çырассипе (афоризм теме те пулать-тӗр вӗсене) чапа тухнă вăл. 
Куравра урам искусстви пысăк вырăн йышăнасси ятӗнченех паллă ӗнтӗ. 2010 çулсенче Чулхулара искусствăн çак сулăмӗ вăйлă аталаннă, халӗ ăна сăнӳкерчӗксенче, видео хроникинче курса паллашма (кам-тăр аса илме) пулать. Паянхи куна сăнлакан çамрăк ӳнерçӗсен ӗçӗсене пăхма та интереслӗ — Лев Кайс, Никита Мера, Никита Этогде, Вера Ширдина, Lovemarket команда. Экспозицире кӗнекесем, зинăсемпе журналсем — вӗсене пурне теӳнерçӗсем хăйсем хатӗрленӗ. 

Курава пынисенчен никам та кăмăлсăррăн тухса каймӗ, мӗншӗн тесен кунта тӗрлӗ мелпе, тӗрлӗ, сулăмпа жанрпа ӗçлекен ӳнерçӗсен картинисем — графика, живопись, хальхи вăхăтри скульптура, инсталляцисемпе сăнӳкерчӗксем, видео тата перформативлă практика. 
Курав майăн 12-мӗшӗччен пырать.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура