Урамсемпе парксем хăтлăрах пулччăр
Хӑтлӑ хула хутлӑхне тума пуçарнă чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раççейри XI конкурсне пӗтӗмлетсен Тутарстан сӗннӗ 12 проектран пиллӗкӗшӗ çӗнтерни паллă

Конкурса РФ Строительство министерстви «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ, 300 пин çынран ытла мар пурăнакан хуласемпе ялсене хăтлăрах тăвасси пирки сăмах пырать кунта
Историлле вырăнсемпе регионсен чиккисенче вырнаçнă хуласемпе ялсене уйрăммăн суйласа илни пӗрремӗш хут. Конкурс комиссине Марат Хуснуллин вице-премьер ертсе пынă. РФ 82 субьекчӗ панă заявкăсенчен 294-шӗ çӗнтерсе финала тухнă. Конкурс пӗрремӗш хут 2018 çулта иртнӗ. Унтанпа 1903 обьект суйласа илнӗ, 1168-шне пурнăçлама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.
Тутарстан сӗннӗ 12 проектран пиллӗкӗшӗ çӗнтернӗ:
- «Пӳлерӗн Ленин, Урицкий тата Красноборская урамсемпе чикӗленекен историллӗ центрне хăтлăх кӳресси» («Историлле вырăнсем» категори);
- Анат Камăн «Нефтехимиксен паркӗнче реноваци ирттересси» («100 пин çынран 300 çынна çити пурăнакан пӗчӗк хуласемпе яллă вырăнсем» категори);
- Пӗкӗлмере «Ача-пăча паркӗ» («50 пин çынран 100 çынна çити пурăнакан пӗчӗк хуласемпе яллă вырăнсем» категори);
- Лениногорскра «Крупская, Ленинградская, Шашин тата Кутузов урамӗсемпе чикӗленекен тӳреме хăтлăх кӳресси» («50 пин çынран 100 çынна çити пурăнакан пӗчӗк хуласемпе яллă вырăнсем» категори)
- «Апастово хула евӗр поселокăн варринчи пайне, çывăхри территорисене аталантарасси» («5 пин çынран 20 пин çын пурăнакан пӗчӗк хуласемпе яллă вырăнсем» категори).
Сăнӳкерчӗк minstroy.tatarstan.ru.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев