Урамсене тирпейлеме тухатпăр
Çӗнӗ хыпарсем

Урамсене тирпейлеме тухатпăр

Санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ республикăра кăçал апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Кун çинчен хушăва ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин çак кунсенче алă пуснă.

Унпа килӗшӳллӗн, муниципалитетсен Ӗçтăвкомӗсен палăртнă ӗç планне март уйă­хӗн 20-мӗшӗччен ТР Экологи министерствине ярса памалла. Икӗ уйăхлăх вăхăтӗнче территорие кăна мар, çӳп-çап полигонӗсемпе выльăх масарӗсене те тирпей кӗртмелле. Юраман вырăнта ӳссе ларнă çӳп-çап куписене «Народный контроль» геоинформаци сис­теми тата «Шкул экопатруль» мобильлӗ приложени урлă тупса палăртӗç. 
 


экология субботник

Нет комментариев