Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çуркунне иртекен ял хуçалăх ярмăрккисем пуçланчӗç

Йăлана кĕнĕ ярмăрккăсем Хусанта 14, Çырчаллипе Ешӗлвар районĕнчи 2-шер, Анат Камăри 3 площадкăра иртеççĕ. Çавăн пекех вĕсене тĕрлĕ тапхăрта хăш-пĕр районсенче те ирттерме палăртнă.

Мартăн 16-мĕшĕнче ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров хăш-пĕр площадкăсене çитсе курнă.

- Ярмăрккăсем пуçланчĕç кăна – килекенсен йышĕ пысăк. Ытларах пахча çимĕç, çăмарта тата сĕт-çу продукцине туянакансем йышлă, – палăртса хăварнă министр.  

Шăматкун иртнĕ ярмăрккăсенче 71,1 миллион тенкĕлĕх  106,8 тонна пахча çимӗç (çав шутра 60,2 тонна çӗрулми), 16,5 тонна сӗт, 44,1 тонна сахăр песокӗ, 246,1 пин çăмарта тата 87,9 тонна аш-какай (çав шутра 48 тонна пăру ашĕ) сутнă. 

Ярмăрккăсене апрелĕн 28-мĕшĕччен 33 муниципаллă район пулăшнипе тата 787 единица транспорт техники хутшăннипе ирттерĕç.

Сăнӳкерчӗк agro.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство