Усă курма пăрахнă банк картти те кивçене кӗртет
Банк карттипе усă курма чарăнсан банка кайса ăна хуптарма, çыхăнтарнă тӳлев системисенчен, телефон номерӗнчен уйăрма (отвязать) ан ӳркенӗр. Мӗншӗн тесен унпа ултавçăсем усă курма пултараççӗ.
Нумай пулмасть Чистай хулинчи полици уйрăмне пӗр арçын пулăшу ыйтса килнӗ. 2023 çулта хăй ячӗпе кредит карттине илнӗ пулнă вăл, кăшт вăхăт иртсен кирлӗ пулманнипе усă курма чарăннă, телефонӗ çинчи мобильлӗ приложенине те илсе пăрахнă.
Кăçал ăна тепӗр банкран шутне арестлени çинчен уведомлени килнӗ. Пухăннă парăмсене тӳлеменнипе кредит карттине панă банк тавăç (иск) тăратнă иккен. Унăн кредит карттипе такам икӗ çул усă курнă, паллă ӗнтӗ, банка укçа тавăрса пама шутламан та. Кунсăр пуçне банк карттине тепӗр çыннăн телефонӗ çумне çирӗплетме хăтланнă, пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.
Çак икӗ çул хушшинче 77 000 тенкӗ ытла укçа тăкакланă, юрать-ха кун чухлӗ кăна, ытларах та пулма пултарнă...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев