Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Усă курнă батарейкăсене хусансем ятарлă пунктсене леçсе пама пултараççӗ

Усă курнă батарейкăсене, люминесцентлă лампăсене, ваннă ртутьлӗ термометрсене ăçта хумалли пирки шухăшласа нумай çын аптăрать пуль. Вӗсене кулленхи çӳп-çапа пăрахакан çӗре пăрахма юрамасть.

Çакна шута илсе Хусан хулин Ӗçтăвкомӗ çӳлерех асăннă хатӗрсене йышăнакан пунктсен адресӗсене пичетленӗ. Хула çыннисем халӗ усă курнă батарейка таврашне çак адрессемпе леçсе пама пултараççӗ:

Киров районӗнче – Осиновский тăкăрлăкӗ, 8-мӗш çурт; Приволжская урамӗ, 97-мӗш А çурт;

Мускав районӗнче – Химиксен урамӗ, 11-мӗш çурт;

Приволжски районӗнче – Ново-Давликееевская урамӗ, 4-мӗш А çурт; Калинин урамӗ, 60-мӗш А çурт;

Советски районӗнче – Н.Ершов урамӗ, 57-мӗш А çурт; Интернациональная урамӗ, 24-мӗш А çурт; Локаторная урамӗ, 25-мӗш Б çурт; Нардуган урамӗ, 45-мӗш çурт;

Авиастроительнăй районӗнче– Кадышево поселокӗнчи Калинин урамӗ, 2-мӗш А çурт; Беломорская урамӗ, 69-мӗш Г çурт.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев