Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ут уявӗ Арск тăрăхӗн бренчӗ пулӗ-и?

Арск районӗнче пӗрремӗш хут «Лаша кунне» 2015 çулта сентябрӗн 21-мӗшӗнче Аслă Çӗнтерӳ 70 çул çитнине халалласа ирттернӗ. Çакна эпир официаллă хыпарсенчен пӗлетпӗр. Чăннипе вара 2014 çулта 40 километр дистанцие чупассинчен пуçланнă «Лаша кунӗ», шăп çав кун уяв ирттерес шухăш çуралнă. Уяв йӗркелӳçӗсене те, хăнасене те, лаша тытакансене те килӗшнӗ. Кашни çул уявлама тытăннă ăна. «Лаша кунӗн» тӗп шухăшӗ – ут тытакансене тӗрев парасси тата ытларах çынна çак пархатарлă ӗçе явăçтарасси.

Çакăн çинчен ытларикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ  пресс-конференцире Арск районӗн ӗçтăвком ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Ренат Мансурович Гатиятов, ТР Ут спорчӗн федерацийӗн ӗç тăвакан директорӗ Светлана Николаевна Каппушева, ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн çумӗ Гелюс Салимович Баязитов, ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн председатель çумӗ Анастасия Валерьевна Софьина каласа пачӗç.

«Лаша кунӗ» спорт уявӗ çӗнӗ, анчах унăн тытăмӗ çирӗпленнӗ те – ут спорчӗпе, ӗçӗпе çыхăннă вăйăсем, мастер-классем тата, паллах, тӗрлӗ дистанцие – 40, 80, 100, 120 тата 160 километр чупусем иртеççӗ. Чи вăрăм дистанци 160 километр. Ирхине 4.30 минутрах пуçланать вăл. Кунӗпе пырать – тапхăрăн-тапхăрăн иртнипе çапла пулса тухать. Вунă çул хушшинче уяв Раççей шайне çӗкленнӗ. Удмурт Республикинчен, Карачай-Черкесирен, Кабарда-Балкарирен, Пенза, Ульяновск, Липецк, Оренбург облаçӗсенчен, Самарăран, Саратовран, Мускав çывăхӗнчен, Тюменьрен, Мускавпа Санкт-Петербургран килеççӗ. Судьясен сумӗ пирки те иккӗленме тивмест, Мускавран тата Санкт- Петербургран тӗнче шайӗнчи категориллӗ судьясен коллегийӗ пулӗ Çӗнӗ Кырлайра.

Понипе  ăмăртассине те программăна кӗртнӗ. Спикерсен сăмахӗпе, кун йышши чупусем юлашки çулсенче питӗ популярлă. Уйрăм сăмах каламалла тутар ăрачӗ пирки. Кун йышши лашасем йышлă теме çук, анчах хăйне евӗрлӗ тапчамрах пулсан та лайăх чупакан утсене  ӗрчетесшӗн. Кун çинчен ТР Раисӗ те каланă. Хальлӗхе республикăра виçӗ çын ӗрчетет лашасен тутар ăратне.  Вӗсен чупăвӗ те уйрăм пулать, приз фончӗ те уйрăм – 180 пин тенкӗ. Ку укçана пурин хушшинче те пӗр пек пайлама йышăннă.

Уявра лашасемпе кӗрешекенсен «Аударыш» турнирӗ те çулсрен программăра. Вăл виçӗ категорипе – лаша çинчи кӗрешӳçӗсен виçи 70, 70-90 тата 90+ килограмм – иртет.

 «Чи шукăль урапа», «Чи хăвăрт лавçă», «Ялти снайпер», çур литр кумыса хăвăрт ӗçсе ярассипе, туртинчен туртса палăртнă тӗле хăвăрт çитесси, 5 – 10 çултисем хуранра вак укçа шырӗç (сабантуйри пек çăварпа шырамалла мар) – конкурссем уяв прологӗ хыççăнах пуçланаççӗ.

Спикерсем «Лаша кунӗ» района туристсене илӗртекен уявсенчен пӗри пулса тăрасса шанаççӗ.

«Лаша кунӗ» августăн 9-мӗшӗнче 16.00 сехетре пуçланать.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день коня арский район скачки