Утă уйăхӗн 18-мӗшӗ – Афанасий
ХАЛĂХ КАЛЕНДАРӖ
◊ Утă уйăхӗн 17-мӗшӗ – Андрей. Çак вăхăтра сăпса нумаййи хӗлле çав тери сивӗ пуласса систерекен паллă. Йывăçсем çинче сарă çулçăсем пур-тăк – кӗркунне ир пулать.
◊ Утă уйăхӗн 18-мӗшӗ – Афанасий. Каçхи тӳпере уйăх пур-тăк – тухăç ăнса пулать. Уйăха сăнамалла: тӗтреллӗ, пысăк курăнать-тӗк – кӗçех çанталăк пăсăлать; шуррăн курăнсан – сивӗтессе; симӗсреххӗн курăнсан – çумăра.
◊ Утă уйăхӗн 19-мӗшӗ – Ермий, Сысой. Ирхи сывлăм тăрăх çара уран утсан çулталăкӗпех сывлăхлă пурăнăн.
◊ Утă уйăхӗн 20-мӗшӗ – Авдотья. Çак кун çумăр çусан вăл чарăна-чарăна çичӗ эрне çăвать.
◊ Утă уйăхӗн 21-мӗшӗ – Прокопий, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн праçникӗ. Çак кунран вырмана тухнă.
◊ Утă уйăхӗн 22-мӗшӗ – Кирилл тата Панкратий. Хура çырла (черника) нумай-тăк – хӗл сивӗ пулать.
◊ Утă уйăхӗн 23-мӗшӗ – Антоний. Шапасем çыран хӗррипе сиккелесе çӳреççӗ-тӗк – уяр çанталăка.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев