Ҫутҫанталӑка упрама Тутарстан питӗ нумай укҫа уйрать
Кӑҫал Тутарстан тата пӗр федераллӑ экологи проектне хутшӑнать
Таврари ҫутҫанталӑка упрас ӗҫе инвестицисем кӗртес калӑпӑшпа Тутарстан темиҫе ҫул хушши Федерацин Атӑлҫи округӗнче малти вырӑнта пырать. Ҫакӑн ҫинчен ТР экологи тата ҫут ҫанталӑк рессурсӗсен министрӗ Александр Шадриков ведомствон пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ.
"Пӗтӗмӗшле илсен тавралӑха упрама пӗтӗм шайсенчи бюджетсенчен, ҫав шутра предприятисен инвестицийӗсенчен 11 млрд тенкӗ янӑ. Экологи тӗлӗшӗнчен яваплӑ промышленноҫ предприятийӗсем Тутарстана темиҫе ҫул хушши тавралӑха упрас ӗҫе инвестицисем кӗртессипе Атӑлҫи округӗнче малта пыма май туса параҫҫӗ",– тенӗ вӑл.
2020 ҫулта республика "Экологи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑватӑ федераллӑ проекта хутшӑннӑ. Ку вӑл
«Оздоровление Волги», «Чистая вода», «Сохранение лесов» тата «Чистая страна». Ҫак проектсемпе ирттернӗ мероприятисене 2 миллиард та 810 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, ҫав шутра федераллӑ бюджетран 2 млрд ытла.
Кӑҫал Тутарстан тата пӗр «Сохранение уникальных водных объектов» федераллӑ проектра хутшӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев