Вăййа юратакан пилӗк çӗршывран пӗри
Конкурс финалне тухнисем, экспертсем, амбассадорсем — 500 çын мартăн 1-5-мӗшӗсенче Булат Рамеев ячӗллӗ паркра пулчӗç
Этемлӗх историйӗнчи I «Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнчери фиджитал вăййисен витӗмӗпе компьютер вăййисене хатӗрлекенсен «Начни игру» Пӗтӗм Рççейри II конкурсӗн финалӗ иртрӗ Б.Рамеев ячӗллӗ IT-Паркра. Унта хутшăнакансенчен чи çамрăккисем 14 çулта , аслисем — чикӗсӗр. Конкурс финалне тухнисем, экспертсем, амбассадорсем — 500 çын мартăн 1-5-мӗшӗсенче Булат Рамеев ячӗллӗ паркра пулчӗç, пӗрисем вăй виçрӗç, теприсем вӗсене хакларӗç.
Компьютер вăййисен индустрийӗнче ăнăçлă ӗçлекен компанисен ертӳçисем, уйрăм специалистсем хăйсен çитӗнӗвӗсем çинчен каласа пачӗç, тин кăна вăйăсем хатӗрлессипе ӗçлеме пуçлакансене канашсемпе пулăшрӗç, ыйтăвӗсене хуравларӗç. Ӗçченсем шырама килнисем те пурччӗ, вӗсем ятарласа лартнă уçă вакансисен сӗтелӗ хушшине вырнаçрӗç.
Аптраса тӗлӗнмеллисем те пулчӗç. Тӗслӗхрен, компани ятне асăнмăпăр, пӗрисене стажер пулса ӗçлекен кирлӗ иккен. Сотрудник пулса ӗçе илме хака ларать — 50-60 пин тенкӗ тӳлеме ыйтаççӗ. Вӗренекенсене 2-3 çуллăха илме хаваспах килӗшеççӗ, анчах вӗсене ӗçшӗн тӳлесси пирки сăмах та çук.
Патшалăх секторӗнче компьютер вăййисем хатӗрлессипе ӗçлекенсем те килнӗ Хусана. «Смута» вăйă разработчикӗсем те пулчӗç. Ку енӗпе лару-тăру мӗнлереххи çинчен каласа пачӗç вӗсем.
Çак конкурса килнӗ экспертсен канашӗсем, пурнăçри тӗслӗхӗсем чăнах та пӗлтерӗшлӗ копьютер вăййисемпе интересленекенсене. Вӗсен лекцийӗсене итлеме кулленхи пурнăçра самай укçа тӳлеме тивет, конкурс пынă чух регистраци иртни çетелӗклӗ пулчӗ.
Анчах ку мероприятин пӗр пайӗ çеç, чăннипе кунта тӗп интересӗ конкурс пулчӗ — кăсăк, кăткăс, малтан онлайн, унта çӗнтерейнисем финала тухнă.
Тунтикун финал конкурсӗнчен çӗнтерсе тухнисен ячӗсем паллă пулчӗç. Тӗрлӗ специализаципе, темиçе сулăмпа пӗтӗмлетрӗç вăййа хутшăннисен çитӗнӗвӗсене. РФ Правительство Председателӗн çумӗ Дмитрий Чернышенко «Начни игру» проектăн иккӗмӗш сезонне вӗçлесе ирттернӗ церемонире финалистсене, призерсене, çӗнтерӳçӗсене саламларӗ. Видеовăйăсене питӗвыляма юратакан пилӗк патшалăх шутӗнче пирӗн çӗршыв та пурри пирки аса илтерчӗ. 16 çултан аслăраххисенчен 60 проценчӗ килӗштерет видеовăйăсене.
Вице-премьер видеовăйăсен çынна аталанма пулăшмалла, этемлӗхшӗн хаклă енӗсене чӗртмелли, патриотизм воспитанине памалли çинчен каларӗ. «Пирӗн хамăрăн вăйăсене, ытти цифрăллă продуктсене хатӗрлемелле. Вӗсенче Раççейӗн хăйнеевӗрлӗхӗ палăрса тăтăр, вăйăсем историе тӗрӗс кăтартчӗр», — сулмаклăн вӗçлерӗ сăмахне Дмитрий Николаевич.
II сезонăн финалӗ вӗçленчӗ, конкурсантсем килӗсене саланчӗç. Анчах вӗсем Хусанта пулнине, «Начни игру» конкурсра мӗн пулса иртнине асра хăварӗç, ырă тунсăхпа аса илӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев