Вăйлă çилпе аслатиллӗ çумăр вăхăтӗнче асăрхануллă пулăр!
Синоптиксем пӗлтернӗ тăрăх, республикăра ыран, апрелӗн 10-мӗшӗнче çил вăйланать, вырăн-вырăнпа вăл çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа вӗрет, çавăн пекех юрлă аслатиллӗ çумăр çума пултарать. Çанталăк условийӗсем япăхланнипе Раççей МЧСӗн Тутарстанри тӗп управленийӗ çынсене харпăр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма сӗнет.
Тутарстансене çанталăк пăсăлнă вăхăтра реклама щичӗсенчен, çул-йӗр паллисенчен тата электричество пралукӗсенчен аяккарах пулма сӗнеççӗ. Вӗсемпе юнашар автомашинăсене те лартма юрамасть. Çавăн пекех çуртсен стенисем çумӗнче, подъездсем умӗнче те вăйлă çилтен пытанмалла мар.
Çуран çӳрекенсене çул урлă каçнă чухне май килнӗ таран çӗр çийӗнчи е çӗр айӗнчи каçăсемпе усă курма сӗнеççӗ, курăм тăрук япăхланнă вăхăтра çул çине ан тухăр.
МЧСра аслатиллӗ çумăр вăхăтӗнче хăйсене мӗнле тытмалли правилăсене те аса илтернӗ: пӗччен ларакан йывăçсем айне пытанма (уйрăмах юман, тирек, чăрăш тата хыр хăрушă), тимӗр конструкцисем çумне таянма, урамра кӗсье телефонӗпе усă курма юрамасть. Аслатиллӗ çумăр сире автомобильпе пынă чухне тӗл пулчӗ пулсан, чарăнса салон ăшӗнче йӗпе-сапана кӗтсе ирттермелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев