Вакцинацин икӗ тапхӑрлӑ схеми Covid-19 чиртен сыхланма пулӑшать
Çӗнӗ хыпарсем

Вакцинацин икӗ тапхӑрлӑ схеми Covid-19 чиртен сыхланма пулӑшать

 COVID-19-тан тӑвакан вакцинӑра коронавирус хуппинчи S-белок пур, ун патне антителосем йӗркеленеҫҫӗ

Вакцинӑн иккӗмӗш дозине пӗрремӗшӗн хыҫҫӑн 21 кунран тӑваҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ-виҫӗ эрнерен прививка тунӑ ҫыннӑн коронавирусран иммунитет йӗркеленет. 

Палӑртса хӑвармалла, вакцинӑн пӗрремӗш дозине прививка тутарнӑ ҫынсен хӑйсен сывлӑхне лайӑхрах упрамалла: обществолла вырӑнсене тухса ҫӳремелле мар, ҫынсем йышлӑ пухӑннӑ ҫӗре пымалла мар, тата шӑнмалла мар.
 COVID-19-тан тӑвакан вакцинӑра коронавирус хуппинчи S-белок пур, ун патне антителосем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра "Спутник-19" препаратра коронавирус ертекен SARS-CoV-2 ҫук, ҫавӑнпа та прививка тунӑ хыҫҫӑн Covid-19-па чирлеме ҫук.


Нет комментариев