Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăл кашни яла çитмелле

Патшалăх тивӗçтервӗсен порталӗнче çынсем ялсене мобильлӗ интернетпа çыхăнтарассишӗн сасăлама пултараççӗ

«Патшалăх услугисенче» пӗчӗк ялсене мобильлӗ интернетпа çыхăнтарассишӗн сасăлав пуçланни çинчен пӗлтерет ТР Цифра аталанăвӗн министерстви.  
2023 çулхи июлӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗм Раççейри сасăлавăн виççӗмӗш тапхăрӗ пуçланнă, вăл 2024 çулта пысăк хăвăртлăхлă мобильлӗ интернетпа пӗчӗк ялсене çыхăнтарассишӗн пырать.  
Сасăлава 100 çынран пуçласа 500 çын таран пурăнакан ялсем хутшăнма пултараççӗ. Хăйӗн сассине Раççей Федерацийӗн субъектӗнче пропискăра тăракан хăй регионӗнчи суйласа илнӗ пӗр ялшăн кăна сасăлама пултарать. 
Сасăлава хутшăнма https://www.gosuslugi.ru/inet ссылкăпа кӗмелле. Сасăлав 2023 çулхи августăн 13-мӗшӗччен пырать. Ун пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, Тутарстан Республикинчи 87 яла 2024 çулта пысăк хăвăртлăхлă мобильлӗ интернет кӗртӗç. Сасăлав пӗтӗмлетӗвӗсене 2023 çулхи декабрӗн 18-мӗшӗччен gosuslugi.ru порталта вырнаçтарӗç. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев