Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăл пирӗншӗн анне пекехчӗ

Ноябрӗн 16-мӗшӗнче СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитрӗ. Юбилей тӗлне Чăваш кӗнеке издательстви ятарласа «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбом кăларнă. Унăн хăтлавӗ Чăваш наци библиотекинче иртрӗ.

Хăтлава Вера Кузьминан çывăх çыннисем, тăванӗсем, власть органӗсенче, обществăлла организацисенче ӗçлекенсем, творчество çыннисем, наука ӗçченӗсем, аслă шкулсен преподавателӗсем, студентсемпе вӗренекенсем хутшăнчӗç. 
Вера Кузьмина çав терӗ талантлă çынччӗ. Театр сцени уншăн чăвашăн хальхи тӗнчекурăмне ăнланмалла кăтартса памалли вырăн пулнă. Çакна вăл хуть хăш халăх çынни çырнă хайлав тăрăх лартнă спектакльте те тума пултарнă. Ăна чăвашсен малашлăха витӗр кураканӗ тесен пӗртте йăнăш мар пек туйăнать. 
Хăтлавра сăмах калакансем пурте аслă актрисăна ăшшăн аса илчӗç, пурнăçра пулнă интереслӗ самантсене аса илчӗç. Вера Кузьминана халăх питӗ юрататчӗ, вăл пиртен кашниншӗн тăван халăх ятӗнчен калаçакан анне вырăнӗнчеччӗ. Пухăннисем пурте чăваш тӗнчи Вера Кузьминасăр пушанса юлнине палăртрӗç. Çавăн пекех кӗнеке-альбома çӳллӗ шайра хатӗрлесе кăларнине те асăнса хăварма манмарӗç.

Владимир СТЕПАНОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев