ВĂЛ ТУНĂ ӖÇСЕМ ПИРКИ КАЛАСА ПӖТЕРМЕ ÇУК
Иван Яковлевăн хайлавӗсене ача-пăча та, аслисем те пӗрмаях ыйтаççӗ, юратса вулаççӗ
Раççейри Педагог тата вӗрентекен çулталăкне тата чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Кивӗ Çӗпрелӗнчи ача-пăча библиотекинче «И.Я.Яковлев – Аслă Вӗрентекенӗмӗр» таврапӗлӳ сехечӗ ирттертӗмӗр. Мероприятие Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1-мӗш шкулта вӗренекенсем хутшăнчӗç.
Ачасем культурăн тава тивӗçлӗ деятелӗн, талантлă педагогăн, куçаруçăн, чăваш алфавитне йӗркелекенӗн, чăвашла пирвайхи вӗренӳ кӗнекисем кăлараканăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен пӗлчӗç, «Ача-пăча калавӗсем» кӗнекипе паллашрӗç. Иван Яковлевичăн кашни калавӗ пӗчӗк вулакансене мӗне-тӗр вӗрентет, ăс парать. Шăпăрлансем «Сармантей», «Лаша шырани», «Эпӗ ӳкӗнни» калавсене хаваспах вуласа тухрӗç.
Çӗпрелӗнчи ача-пăча библиотекин директорӗн ачасемпе ӗçлекен çумӗ Н.И.Михайлова Иван Яковлевăн хайлавӗсене ача-пăча та, аслисем те пӗрмаях ыйтнине, юратса вуланине палăртрӗ.
Иван Яковлевич Яковлев ячӗ чăваш халăхӗшӗн яланах хисеплӗ те чыслă пулнă. Унăн чапӗ халăхсен хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать. Чăваш хресченӗсем И.Я.Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирӗн ырă çыннăмăр» тесе чӗннӗ, вăл уçнă шкулăн ӗçӗсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулӗ пирӗншӗн хӗвел вырăнне пулчӗ», «Чăваш шкулӗ хресчен куçне уçрӗ» тенисем халичченех упранса юлнă.
И.Я.Яковлев чăваш çырулăхӗшӗн, наци чӗлхи аталанăвӗшӗн, халăх культуришӗн пысăк ӗç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячӗ чаплă, сумлă, хисепе тивӗçлӗ. Вăл тунă ӗçсем пирки каласа пӗтерме çук. Иван Яковлевич чăваш халăхӗ валли çырса хăварнă Халал кăна мӗне тăрать, вăл кашни çыншăн пысăк та тарăн пӗлтерӗшлӗ.
Наталия МИХАЙЛОВА.
Çӗпрел районӗ,
Кивӗ Çӗпрел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев