Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Валда Шинясь» Теччӗ тăрăхне чӗнет

Çитес вырсарникун Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче «Валда шинясь» мордва халăх уявӗ иртет

 

Паян «Татар-информ» информаци агентствинче ăна йӗркелекенсем  журналистсем тӗл пулчӗç. Хӗвеле кӗлтăвассипе çыхăннă çуллахи чи вăрăм кун ирттерекен йăла 2014 çултанпа халăх уявӗ пек иртет. 2022 çултатанпа вăл республикăн наци уявӗсенчен пӗри.  Çулран çул унта хутшăнакан илемлӗ пултарулăх коллективӗсен шучӗ ӳсет (2024 çулта 14 коллектив хутшăннă пулсан, 2025 çулта 23 ансамбле кӗтеççӗ йӗркелӳçӗсем. «Валда Шинясь» режиссерӗ Мария Стукалова виççӗмӗш хут лартать уява. Хăй национальноçӗпе мăкшă, этнограф пулни уявра халăх йăлисене илемелӗн кăтартма пулăшни çинчен каласа пачӗ Мария Владимировна. Наци уявӗсенче куракна илӗртекен площадкăсем, ярмăркка пулаççӗ. Мордва халăх кӗрешӗвӗ те, темиçе тӗрлӗ пулăран пӗçернӗ шӳрпе те, ытти апат çимӗç, кăмакара пӗçернӗ çăкăр астастивсе пăхма пулать. Тутарстанри тӗп халăхсенчен пӗрин – мордван– пӳртне те кӗрсе курма ирӗк парӗç.

Теччӗ районӗнче СВОна хутшăнса Раççей Геройӗ ята илнисем виççӗн. Пысăк ят илмесен те паттăрла кӗрешекекенсем нумайăн. Уяв тӳремӗнче ятарлă çар операцийӗ пыракан çапăçу хирӗнчен илсе килнӗ трофейсен куравне йӗркелеççӗ.

Кильдюшевра иртекен мордва уявне Ульяновск облаçӗнчен, Чăваш Енрен , паллах, Мордва Республикинчен творчество коллективӗсем ялан килнӗ. Кăçал вара каратайсен ( Камско-Устьински районӗнче пурăнакан мордва халăхӗн пӗр тымарӗ )пултарулăхне те итлеме  тӳр килӗ. Сахалăн вӗсем, Раçейӗпе илсен те пӗр çакăнта çеç йышпа пурăнаççӗ. Вӗсен ытти субэтносран уйрăлса тăракан хăйсен культури, чӗлхи, юрри-кӗвви.  «Мордовские узоры» ансамбль килессе пӗлтерчӗç йӗрелӳçӗсем.  

Мордва Республикинчен уйрăм ăстаçăсем те, артистсем те, «Варна» мода театрӗ, МР патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ пулаççӗ  «Валда Шинясь» уявӗнче.

Кăçал пӗрремӗш хут мордва халăх уявне ТР Раисӗ Рустам Минниханов тата МР Пуçлăхӗ  Артём Здунов килеççӗ. Паллах, республикăсен ертӳçисем çапла тимлӗх уйăрни уявшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулӗ.

Çак кунах Лениногорскра Çимӗк хыççăн пӗр эрнерен ирттерекен «Балтай» ирçесен уявӗ халăха пухать. Вăл упан кăмăлне çемçетме ирттерекен авалхи йăласемпе çыхăннă.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники