Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Валерий Раштав (Самойлов) пурăннă пулсан декабрӗн 5-мӗшӗнче 50 çул тултармаллаччӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче пӗр ушкăнра вӗреннисем пуçарнипе декабрӗн 6-мӗшӗнче Чăваш Енри Кӳкеç поселокӗнчи «Бичурин и современность» музейре поэтăн черетлӗ асăну каçӗ иртрӗ. Тӗлпулăва пӗрле вӗреннисем, поэта хисеплекенсемпе пӗртăванӗсем хутшăнчӗç


 
Валерий Раштав чăваш литературинче сăвăсемпе палăрчӗ. Чунпа лирик, çапах реалист, оптимист. Ăна йăлтах хумхантарать: юрату, тăванлăх, халăхăн пурнăçӗпе шăпи, пуласлăхӗ... Çав тери кирлине ансат, çав вăхăтрах пуян чӗлхепе çырса вулакана шухăшлама хистесси – унăн пултарулăхӗн хăйевӗрлӗхӗ.
Пулас журналист студент чух­­нех питӗ маттурччӗ. Ун чухнех чăваш хаçат-журналӗсенче па­лăрма ӗлкӗрнӗччӗ вăл. Харăсах темиçе жанрпа ӗçлетчӗ тата гитара каласа хитре юрлатчӗ, ӳкерес ăсталăхӗ те пысăкчӗ, «Капкăн» журналта карикатурисем, шаржӗсем питӗ вирлӗ пулатчӗç. Турри нумай енлӗ пултарулăх панăччӗ ăна. Диплом ӗçне хăйӗн ӗçӗсем тăрăх çырса тӗлӗнтерчӗ. 
Шел, кӗтмен çӗртен пулнă инкек çутă ӗмӗчӗсене татрӗ. Пирӗн Валера университет пӗтернӗ çулсенчех йывăç çинчен ӳксе çурăм шăммине йывăр амантнă хыççăн ура çине урăх тăраймарӗ. Апла пулсан та хуçăлмарӗ. Текстсене ноутбук çине çырасси те çав тери хӗнне пăхмасăр сăвă хыççăн сăвă шăрçаларӗ. Мӗнлереххисене-ха тата?! Кашни сăввинче пурнăçа юратни, ырра шанни. Калăн, авторпа нимӗн те пулман, улăх-çаранра хăй чупса çут çанталăкпа киленет... Валера нумай çул Кӳкеçри ваттисемпе сусăррисен çуртӗнче пурăнчӗ.
2012 çулта Хусанти Алексей Нау­мов композитор юрă çырма­ лайăх сăвăсем шыранине ка­­ла­­сан Валерăпа телефонпа çы­хăнтăм. Вăл мана хăйӗн нумай сăввине ярса пачӗ. Калама çук лайăхчӗ вӗсем. Алексей Наумовпа каярах темиçе юрă та çырчӗç вӗсем пӗрле. Сăввисене вара хамра кăна хăварса манăçтарас килменнипе пӗрле вӗреннисемпе тӗл пулсан хамăр шутран кӗнеке кăларма сӗнтӗм. Пӗр саслăн пулса пурте килӗшрӗç. Çапла çуралчӗ «Шухăша вӗçтереймӗн çилпе» пӗрремӗш кӗнеки пирӗн Валера тусăн. Эпир ăна хăйне систермесӗр кăларса çуралнă кунӗ тӗлне парне турăмăр. Сăмах май, кӗнекене «Сувар» хаçатра Светлана Колесниковăпа Юрий Капитонов калăпларӗç. Университетра пӗрле вӗреннӗ Ирина Владимирова Канашри типографире пичетлеттерчӗ. Валера Самойловăн кун хыççăн тата икӗ кӗнеки «Кушак çури», «Телей ка­йăкӗ» кун çути курчӗ. 
Шел, нумай пурăнма пӳрмерӗ поэта, 2021 çулхи май уйăхӗн 26-мӗшӗнче Валера Раштавăн чӗри тапма чарăнчӗ. Çапах та вăл пирӗн асра, чӗрере, сăввисенче, юррисенче пурăнать. Унăн сăввисемпе çырнă юррисене Алексей Наумов, Фарида, Алексей Мос­ковский, Сергей Павлов, Алексей Шад­риков, Алина Савельева, Алина Федорова, Полина Борисова, Андрей Думилин тата ытти чăваш эстрада артисчӗсем юрлаççӗ.
Валерий Раштавăн пултару­лăхне тӗпчекенсем пурри те са­вăнтарать. Канашри педагогика колледжӗн вӗрентекенӗ, пӗрле вӗреннӗ Ольга Леонидовна Васильева (хӗр чухнехи хушамачӗ Михайлова) темиçе çул каялла ятарлă проект çырчӗ. И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн чăваш, вырăс филологийӗсен тата журналистика факультечӗн вӗрентекенӗ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн ӗçченӗ Ирина Владимировна Софронова поэзине тарăн тӗпченӗ. Валера Раштавăн сăввисене шкул программине те кӗртнӗ, халӗ ун пултарулăхӗпе 5-мӗш класс ачисем паллашаççӗ. Кунсăр пуçне ячӗ «Очерки истории чувашской литературы» кӗнекене кӗнӗ чăваш поэчӗсен списокӗнче те пур. 
Ăшпиллӗн иртнӗ тӗлпулура та акă Валера Раштав юнашарах пулчӗ тейӗн, унăн сăввисем, юррисем янăрарӗç тата мӗн чухлӗ асаилӳ. Темиçе çул каялла хăйӗн пултарулăх каçӗ валли çыртарнă видеора хăй калаçать, яланхи пек ырă кăмăлпа саламлать... Пӗрле вӗреннисем эпир ун патне кайсах çӳренӗ, яланах çыхăнура тăнă. Пурăннă пулсан, 50 тултармаллаччӗ вăл кăçал, хăй çук пулсан та юбилейне паллă тумасăр хăварас темерӗмӗр. Пӗртăван пиччӗшӗсемпе йăмăкӗ Вячеслав, Юрий тата Валентина та сăмах тухса калаçрӗç. Марина Сереброва тата Çӗнӗ Шупашкарти Химиксен Культура керменӗ çумӗнчи «Кăмăл» пултарулăх ушкăнӗн солистки Фаина Анисимова юрăçсем В.Раштавăн сăввисемпе кӗвӗленӗ юрăсем юрласа савăнтарчӗç. 
Валерий Раштав (Самойлов) Чăваш Енри Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче 1975 çулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче çуралнӑ. Патӑрьел шкулне пӗтерсен И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ.
 
Валера Раштавпа пӗр ушкăнра вӗреннӗ 
Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: память