Хусанти Советски районне кӗрекен Чебакса поселокӗнче пӗрремӗш хут «Çӗнтерӳ умӗнхи çапăçу» çарпа истори реконструкцийӗ иртнӗ.
Курма килекенсем 1945 çулта апрель уйăхӗнче Курляндири котелта пулса иртнӗ çапăçăва пăхнă. Ку вăхăтра совет салтакӗсем Саласпилс концлагерӗнчен хӗрсене çăлас ӗçе хутшăннă. Площадкăра декорацисемпе çар техники, вӗсен шутӗнче Ба-64 тата нимӗçсен Sd.kfz 222 броневикӗсене вырнаçтарнă.
Унсăр пуçне вӗсен хӗçпăшал куравӗпе паллашма, мастер-классене хутшăнма тата çар апатне тутанса пăхма май пулнă.
Мероприятие 5 пине яхăн çын çитсе курнă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев