Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрçăсăр та çухатусем сахал мар

Çулталăк пуçланнăранпа 10 уйăхра Тутарстан çулӗсем çинче 233 çын вилнӗ, 3368 çын аманнă, пӗтӗмпе 2828 авари пулнă. Кун çинчен республикăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов паян, ноябрӗн 9-мӗшӗнче, «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.

Хурлăхлă статистикăран курăннă тăрăх, инкексем, тӗпрен илсен, водительсен айăпӗпе пулаççӗ. Васканипе çулсем çине тухса хирӗç килекен машинăсем çине пырса çапăнаççӗ. Мӗнпур инкекрен 44 проценчӗн сăлтавӗ шăпах çакă. Чи хăрушши кунта – ачасем вилни. Кăçал 10 уйăхра çулсем çинче вӗсем хутшăнипе пулнă 389 аварире 16 ачана ӗмӗрлӗхех çухатрăмăр эпир, тепӗр 403-шне больницăна ăсатрăмăр.

Ачасемпе çыхăннă инкекре ача мар, чăн малтан ашшӗ-амăшӗ айăплă. Мӗншӗн тесен вӗсен çăмăлттайлăхӗпе  пулаççӗ те кун пек аварисем. Пӗрисем çул-йӗр правилисене пăхăнмасăр таçта васкаççӗ, теприсем ачисене хăрушсăрлăх пиçиххийӗсемпе, ача ларкăчӗсем пек хăрушсăрлăхпа тивӗçтермеççӗ, виççӗмӗшӗсем çулсем çинче хăйсене мӗнле тытмаллине ачисене ăнлантарма ӳркенеççӗ. Ку кăна та мар, юраман вырăнта хăйсем çул урлă каçса усал тӗслӗх кăтартаççӗ.

Рустем Гарипов Çӗнӗ Шуçăм районӗнче октябрь уйăхӗнче хăрушă трагеди мӗнле пулнине видеорегистраторти видеона кăтартсах кун пек çăмăлттайлăх  мӗн патне илсе çитернине кăтартрӗ. «Renault» автомобильпе пыракан водитель-хӗрарăм унта йӗри-тавра пăхмасăрах тӗп çул çине сиксе тухнипе тиевлӗ машинăпа пырса çапăнать. Шел те, çăмăл машинăри икӗ пассажир-ача сывă юлаймаççӗ.

Штраф суммине ӳстернипе кăна кунашкал водительсем ăса кӗменнине те каларӗ Рустем Гарипов. Тӗслӗхрен, ӳсӗрле руль умне ларнăшăн законпа 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ, иккӗмӗш хут çаклансан уголовнăй ӗç пуçараççӗ, анчах лару-тăрăва улăштарать-и-ха çакă? Çук. Кăçал автоинспекторсем пирӗн республикăра кăна ӳсӗрле иккӗмӗш хут руль умне ларнă 900 водителе тытса чарнă.

Çуран çӳрекенӗн те хăй пурнăçӗшӗн яваплăрах пулма вӗренмелле. Тумсем çине çутта тавăракан япаласем çакни кӗркуннепе хӗллехи кӗске кунсенче çул урлă каçнă чух пурнăçа сыхласа хăварма пулăшнине манмалла мар.  Белоруссире, тӗслӗхрен, пурăнмалли вырăнсенчи тата ун тулашӗнчи çулсем урлă каçакансен пурин те тум çинче çутта тавăрмалли япаласем пулмаллине законпах çирӗплетнӗ хыççăн çулсем çинче вилеслӗх 70 процента чакнине тӗслӗхе илсе кăтартрӗ Рустем Гарипов. Эппин, мӗншӗн-ха ку практикăна пирӗн патра усă курмалла мар?  Нумай çын çул урлă каçмалли «зебра» çинче тимлӗ пулмаллине темшӗн аса илмест тепӗр чух. Кун пек çулсемпе те тӗрлӗ водитель çӳрет вӗт, пӗри аякранах знака асăрхаса хăвăртлăха чакарать, тепри вара васканипе чарăнса та тăмасть. Çавăнпа тӗп инспектор çул урлă çуран каçакансене малтан сулахаялла пăхса машинăсем хăвăртлăха чакарнипе чакарманнине лайăх сăнасан тин «зебра» çине ура ярса пусмаллине аса илтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество