Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Варкăшра» урăх улах пулчӗ

«Варкăш» литература клубӗ черетлӗ тӗлпулăва çӗнӗ форматпа ирттерес терӗ. Ытти чухне варкăшçăсем пӗр-пӗр кӗнеке вуласа килетчӗç те ăна сӳтсе яватчӗç, кăларăма пахалатчӗç. Хальхинче Чăваш наци библиотекине улаха пуçтарăнчӗç. Ахальлине те мар… урăххине.

Уява литература клубӗн гимнӗнчен пуçларӗç. Унăн презентацийӗ авăн уйăхӗнче иртнӗччӗ. Мухтав юррин авторӗ – Ирӗк Килтӗш (Валерий Краснов) ӳнерçӗ. Хăтлă залра пухăннисем унпа пӗрле юрра туслăн шăрантарчӗç. Унтан вӗсем аякри çула пăхмасăр Елчӗк тăрăхӗнчен вӗçтерсе çитнӗ Ирӗк Килтӗшӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулăхӗпе малалла паллашма пултарчӗç – ӳнерçӗ хăй çырса кӗвӗленӗ юрăсене гитара каласа юрларӗ. Кунта «Хаçат-журнал, интернет» блюз-композици те, «Ялта» чăваш рок-н-ролӗ те, аваллăх тӗнчине ертсе каякан, Така вăрçи çинчен калакан баллада та янăрарӗ. Хаваслă кӗвӗ-çемӗ хуçаланнă чух варкăшçăсем ташша ямасăр аран чăтса ларчӗç. Çапах алă-­урана хускатмасăр мӗнле-ха? Ирӗк Кил­­тӗш хавхалантар­нă чух шăм-шак ирӗк­сӗрех хуçкаланать.

Çак хушăра варкăшçăсем мӗншӗн ташламарӗç тетӗр-и? Никам та ахаль ларман. Юрăçа итленӗ май çыравçăсемпе журналистсем скетчсем ӳкерчӗç, литературоведсемпе артистсем сăвă шăрçаларӗç. Ку ӗçсене «Чăваш кӗнеки» центрăн библиотекарӗсем ятарласа хатӗрленӗ. Сăмах май, вӗсем тата тӗлӗнтерчӗç, Татьяна Семеновăпа Любовь Матюкова Любовь Мартьянован сăвви тăрăх кӗвӗленӗ юрра шăрантарчӗç. Халăх ку парнене тăвăллăн алă çупса йышăнчӗ.

Улахăн иккӗмӗш пайӗнче варкăшçăсене сăмах пачӗç. Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Владимир Степанов Енӗш Нăрваш ялне халалланă сăввине вуласа пачӗ, ача-пăча тата илемлӗ литература редакторӗ Ольга Австрийская – «Пач ним те çырăнмасть пулсассăн…», «Пушаннă пахчара» хайлавӗсене. Лидия Саринепе Раиса Воробьева юрату лирикине тимлӗх уйăрчӗç. Арсений Тарасов çӗнӗ пьесине кӗртме çырнă сăввисене итлеттерме кăмăл турӗ. Виталий Родионов профессор тата литературовед библиотекарьсем хушнă тăватă сăмахпа усă курса сăвă çырнă:

Шăвăнса шăвать-и шурă шухăш,

Е вăл лăпкă, е ытла та шухă.

«Варкăшра» эп куртăм та сăнна –

Парнелетӗп çак сăвва сана.

Ку çаврана Виталий Григорьевич чăваш халăх поэтне Светлана Асамата халалларӗ. Светлана Васильевна ӳкерсе те ӗлкӗрнӗ, хăй те сăвăламасăр тӳсеймерӗ:

«Варкăша» каяймарăм пулсан –

Хама хам эпӗ чирлӗ туятăп.

«Варкăша» çӳрекен туссемпе

Чун-чӗрем апатне, тен, пайлатăп…

Ирӗк Килтӗшпе Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов ӳнерçӗн юптаруллă такмакӗсене вуларӗç. Тӗлпулу вӗçӗнче пухăннисем хăйсен ӳкерчӗкӗсене кăтартрӗç. Варкăшçăсенчен пӗрисем çутçанталăка сăнланă (Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Ольга Федорова, Валентина Элиме), теприсем чăвашлăх темине çутатнă (Нина Царыгина, Ольга Австрийская, Светлана Асамат). Лариса Петрова «Варкăшри» саманта тӗпе хунă – Ирӗк Килтӗш (чăваш Улăпӗ) юрлать, ыттисем (Улăп çулӗпе каякансем) ăна тăнласа лараççӗ. Владимир Степанов çӗленсене юратать, çавăнпа унăн «Ӗмӗт» ятлă ӳкерчӗкӗнче те – çав сăнарсемех, шăвакан çӗлен çунатлă та виçӗ пуçлă аçтаха çине пăхса выртать; ахăртнех, вӗçме ӗмӗтленет.

Урăх улах питӗ интереслӗ иртрӗ. Вăл пурне те савăк кăмăл парнелерӗ, хавхалану кӳчӗ.

(Ольга ИВАНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ). 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашская литература