Вăрланă укçине тавăрас тесе Юдинăри 80-ри карчăк ултавçăсене пулăшма килӗшнӗ
Хусанти Юдино поселокӗнчи 80-ри хӗрарăм хăйне интернет урлă улталаса çаратакансемпе калаçма чарăнман кăна мар, вӗсене пулăшма та тытăннă. Ют çӗршывра ларакан шулӗксен «колл- центрӗн» кураторӗсем хушнипе сим-бокс «администраторӗ» пулма килӗшнӗ вăл.
Курторӗсем хатӗре логистика компанийӗсенчен пӗрин урлă ярса панă. Посылкăна карчăк хăйех кайса илнӗ те шулӗксем ятарласа тара илнӗ хваттерӗн чӳрече сакки çине помидор калчисем хушшине вырнаçтарнă. Куллен килсе сим-бокса пăхса тăнă тесе пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.
Ку ӗçшӗн ăна кураторӗсем кунне 7000 тенкӗ тӳлеме шантарнă. Çапла майпа малтан çухатнă укçине тавăрасшăн пулнă карчăк, анчах полици аллине çакланнă, хайхи хваттерте 1 пин ытла сим-картта тупнă.
Хусанти 73-ри хӗрарăма вара унăн даннăйӗсене ыйтса пӗлнӗ шулӗксем хăратса пенсионерсенчен укçа пуçтаракан «курьерта» ӗçлеттернӗ. Кураторӗ хушнипе вăхăтран вăхăта хостелсенче пурăннă. Кӗске вăхăтра хӗрарăм 4 пенсионерăн 4,5 миллион тенкине вăрлама пулăшнă.
ТР ШӖМӗн ӗçченӗсем ватăлнă тăвансемпе çывăх çынсене телефонпа шăнкăравлакан палламан çынна шанни мӗнле хăрушлăх кăларса тăратнине ăнлантармаллине аса илтереççӗ!!!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев