Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрманçăсене кăçал лăпкă сезон кӗтмест

Çуркунне ир килнипе тата юрсăр хӗле пула вăрмансенчи тăпра нӳрӗкӗ çителӗксӗррипе пушар хăрушлăхӗн сезонӗ пӗлтӗрхи пек апрелӗн 15-мӗшӗнчен мар, чылай маларах, март уйăхӗнчех, пуçланать. Вăрманçăсемпе МЧС ӗçченӗсем сезона мӗнле хатӗрленнипе ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗпе Равиль Кузюровпа РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Максим Трущин паллаштарчӗç.

«Авиалесоохрана» учреждени прогнозӗпе, республикăн кăнтăр хӗвелтухăç районӗсенче апрельте, май уйăхӗнче республикипех пушар тухас хăрушлăх пысăк пулать. Енчен те çанталăк шăрăхлатса 4 тата 5-мӗш каласлă хăрушлăх тăрас пулсан, граждансене çуран та, транспортпа та вăрмана кӗрсе çӳреме, вут кăларма пултаракан вăрман ӗçӗсене чарассине каларӗ Равиль Кузюров. Сăмах май, пӗлтӗр кун пек чару виçӗ хутчен (июнӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 25-мӗшӗччен тата октябрӗн 1-17-мӗшӗсенче) те пулнă.

Сезона хатӗр

 Вăрмансенче пушар тухас пулсан ăна сӳнтермелли пӗрлехи плана ТР МЧСӗпе тата муниципалитетсен администрацийӗсемпе пӗрле йышăннă ӗнтӗ. Пушар вăл чикке пăхмасть, ют регионсенчен те сиксе ӳкме пултарать. Çавăнпа кӳршӗллӗ регионсем камăн мӗнле ресурс (çын, техника) пурри пирки пӗр-пӗрне хыпарласа хунă. Равиль Кузюров вăрмансене пушарсенчен сыхламалли мерăсене уйрăммăн палăртса чăн малтан РФ Правительствин 2020 çулта тухнă «Вăрмансене пушар хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтересси» постановленине аса илтерчӗ. Вăрман фончӗпе чикӗленекен çӗр хуçисене (харпăр çын, фермер, хуçалăх, предприяти-организаци) пырса тивет вăл. Унпа килӗшӳллӗн, вӗсен вăрман территорийӗн чикки çумӗпе 10 метр анлăшпа çӳп-çапран, хăрăк туратсенчен тасатса, сухаласа е 1,4 метр саралакăш канав чавса тухмалла.

Профилактика мерисене вăхăтра йышăннипе хальччен Тутарстан вăрманӗсенче пысăк пушарсем пулмарӗç-ха. Космосран сăнаса тăни, авиапатруль ку енӗпе пысăк пулăшу. Министр сăмахӗпе, авиапатруль кăçал та пулать. Ку енӗпе килӗшӳ пур. Cessna 172 самолет республикăри вăрмансем çийӗн çăвӗпех 4 маршрутпа (пӗтӗмпе 2190 километр) вӗçсе çаврăнӗ. Çаплах çӗр çийӗн патрульсӗр те май çук. Пӗлтӗр 878 профилактика ушкăнӗ ӗçленӗ. Кăçал та кунтан сахал пулмасть. «Пӗлтӗр вăрманçăсен çулталăкӗ пулчӗ тесен те юрать. Çуркунне каярах килчӗ, юр нумаййипе вăрмансенчи çӗр хăвăрт типмерӗ. Кăçал апла мар, лăпкă сезон пуласса кӗтмелле мар», – терӗ министр халăхăн пушар хăрушсăрлăхӗн мерисене манмалла маррине палăртса.

Пушар вăл хăйпе хăй мар, нумай чухне çынсен айăпӗпе пулакан япала. Пушара хирӗç ятарлă сезон вăхăтӗнче пушар хăрушсăрлăхӗн правилисене пăсакансене административлă явап тыттараççӗ. Штраф сумми пӗчӗк мар.

Сăнӳкерчӗксене ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин сайтӗнчен илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лесничество противопожарный режим лесное хозяйство