Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрмансене пурçăн хуртӗнчен сапма тытăннă

Азнакай, Павлă, Спас, Сарман, Ютаза, Пӗкӗлме тата Лениногорск вăрманӗсене, пӗтӗмпе 12,2 пин гектара, май уйăхӗн 30-мӗшӗнчен пурçăн хуртӗнчен биологи препарачӗпе сапма тухнă.

Ăна çӗр çийӗн те, сывлăшран та сапаççӗ, тесе пӗлтерет ТР Вăрман хуçалăх министерствин пресс-служби. Вăрман хуçалăхӗн специалисчӗсем ӗç пынă вырăнсенчен 300 тата 500-шар метртан асăрхаттарусем лартса тухнă. Çавăнпа асăннă вăрмансене вăхăтлăха çуран та, транспортпа та кӗртмеççӗ. Кунсăр пуçне вӗсене кӗтӳ кӗртме, утарсем вырнаçтарса вӗлле хурчӗсем вӗçтерме, эмел курăкӗсем пуçтарма та юрамасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев