Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрманти чӗрчунсене хӗлле апат тупма йывăр, çавăнпа вӗсене этем пулăшăвӗ кирлех

Нумай пулмасть маралсен çемйине (ăратлă пăлансем) Мешин заказникӗнче васкамасăр тата никамран хăрамасăр ятарласа хăварнă апата çинине асăрханă. Кун пирки ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.

Хӗлле вăрман чӗрчунӗсене апат енчен хӗнрех. Çавăнпа вӗсене егерьсем апатлантарма тăрăшаççӗ. Нумай пулмасть маралсен çемйине (ăратлă пăлансем) Мешин заказникӗнче васкамасăр тата никамран хăрамасăр ятарласа хăварнă апата çинине асăрханă. Кун пирки ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.

Марал тискер чӗрчун, ăслăскер, тăраниччен çиме май пур вырăнсене хăвăрт шыраса тупать. Ятарласа тунă сырăшсем патне кунне вăтамран 5-6 марал килсе каять. Аппетит вӗсен лайăх, кашни кун вӗсене сӗлӗ, курăк, тата тăвар сапса параççӗ. 

Шартлама сивӗсенче вӗсем вăрман тăрăх апат шыраса çӳресе нумай вăй-хал пӗтереççӗ, çавăнпа хушма энерги пăлансене кирлех. Çак вăхăтра вӗсем савăнсах тăварлă шăпăрпа, курăкпа сăйланаççӗ. Апата пӗтсе пынă май хурсах тăраççӗ. 

Çакăн пек пулăшу уйрăмах марал амисемпе вӗсен пăрăвӗсене кирлӗ. Аçисене те кунне виçшер килограмм сӗлӗ, силос, сенаж тата икӗ хут ытларах курăк параççӗ. 

Çапла март уйăхӗ вӗçленичченех вӗсене апатлантарса тăраççӗ. Хӗлле тутă тăни малашне пăлансене лайăхрах ӗрчеме май парать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Биоресурс