Васильевкăсемпе кивӗсаврăшсем салтаксем валли маскировка сетки çыхаççӗ
Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан Васильевкăра волонтерсен ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Ăна пуçарса яраканӗ нумай ача амăшӗ, обществăлла ӗçсене хастар хутшăнакан Наталия Давыдовна Сафронова. Малтан волонтерсем унăн хупăнса тăракан кивӗ çуртӗнче пуçтарăннă, унтан кивӗ шкул-клуб çуртӗнче ӗçлеме пуçланă.
Васильевка ялӗ питӗ илемлӗ вырăнта, Чистай – Нурлат трасса çумӗнче вырнаçнă. «Акă вăл – çăтмах!» – тесе калас килет кун пек илеме курсан. Халăхӗ те кунта питӗ туслă, ӗçчен. Ял варринче тахçан пуçламăш шкул пулнă кивӗ çурт ларать. Кайран унта клуб та пулнă. Халӗ вăл та хупăннă ӗнтӗ – ял çыннисене культура вучахӗсӗр хăварнă.
Анчах та пурнăç пӗр вырăнта тăмасть вӗт-ха. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан Васильевкăра волонтерсен ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Ăна пуçарса яраканӗ нумай ача амăшӗ, обществăлла ӗçсене хастар хутшăнакан Наталия Давыдовна Сафронова. Малтан волонтерсем унăн хупăнса тăракан кивӗ çуртӗнче пуçтарăннă, унтан кивӗ шкул-клуб çуртӗнче ӗçлеме пуçланă.

2022 çулхи хӗлле сивӗ пулчӗ, юр нумай çурӗ. Анчах та Васильевкăра пурăнакансен хӗрӳ чӗрисем сивве туймарӗç. Наталия ертсе пынипе вӗсем маскировка сетки çыхма килӗсенчен шурă япаласем – простынь, тюль, алшăлли тата ытти те – иле-иле килчӗç клуба. Пурте пӗлекен халăх, вăрçă юррисене юрла-юрла çыхрӗç те çыхрӗç сеткăсем, çăм арларӗç, салтаксем валли алсиш-чăлха çыхрӗç. Хӳтӗлевçӗсене тăван кил ăшшине парнелес тесе çине тăрса тăрăшрӗç.
Каярах Аксури волонтерсем пулăшнипе сетка çыхмалли никӗсе кӳрсе килме пуçларӗç, материал туянма ял халăхӗ те укçа пухрӗ. Паян та, 2025 çулхи октябрь уйăхӗнче, васильевкăсем ырми-канми маскировка сетки çыхаççӗ. Икӗ сменăпа ӗçлеççӗ: кăнтăрла – аслă çултисем, каçхине вара вăтам çулхи хӗрарăмсемпе çамрăксем. Тӗттӗмленсен те ӗç чарăнмасть кунта – кивӗ çуртăн чӳречисенчен таçтан çутă курăнать: шанчăк çути, Çӗнтерӗве ӗненсе кӗтнин çути. Хӗлле кивелнӗ çурта кăмака хутса ăшăтма вутă та хатӗрлесе хунă ӗçчен васильевкăсем.
Ӗçленӗ хушăрах уявсене паллă тума та манмаççӗ. Акă октябрӗн 1-мӗшӗнче, Ватăсен кунӗнче, волонтерсем патне Саврăш ял хутлăхӗн нумай пулмасть çирӗплетнӗ çӗнӗ пуçлăхӗ Ильнур Минсалихович Сафин салампа çитрӗ. Октябрӗн 3-мӗшӗнче вара эпир, Саврăшпуç ялӗн волонтерӗсем Татьянăпа Михаил Максимовсем, хамăр ачасемпе пӗрле Васильевкăна кӗрсе тухрăмăр. Аксуран маскировка сетки çыхмалли никӗс тата хăюсем кӳрсе патăмăр. Пирӗншӗн, хамăр ялти ăшă Культура çуртӗнче ӗçлекенсемшӗн, кунта тӗлӗнмелли нумай пулчӗ. Ку çуртра сиввине, шыв тата хăтлăх çуккине пăхмасăр çамрăксем те тăрăшса ӗçлеççӗ. Акă, нумай пулмасть салтакран таврăннă Павел Сидоровпа Федор Матюшкина, Анат Камăра техникумра вӗренекен Кирилл Алексеева кăна илер, тӗслӗхрен. Вӗсем пурте кунта, ыттисемпе пӗрле сетка çыхаççӗ. Хамăрăн ачасем те – Ангелина, Александр тата Аксиния – вӗсемпе пӗрле ӗçе пуçăнчӗç.

Вера Абросимова, Нина Назарова, Алевтина Харитонова, Флёра Матюшкина, Наталия Сафронова, Валентина Сидорова, Светлана Назарова, Вера Матюшкина, Марина Сидорова, Роза Андреева, Людмила Яругина, Роза Васильева, Татьяна Сидорова, Вера Михайлова тата Татьяна Матюшкина кунсерен тăрăшаççӗ пархатарлă ӗçре. Васильевка волонтерӗсем те «Север» çарсен ушкăнӗн часть командирӗн В.Шипицин полковникăн Тав хутне тивӗçнӗ.
Кивӗ Саврăшра та ӗç хӗрӳ. Вырăнти тӗп шкул директорӗн Ирина Алексеевна Герасимован пуçарăвӗпе кунта та август уйăхӗнчен пуçласа СВОри салтаксене питӗ кирлӗ маскировка сеткисем çыхас ӗçе çӗнӗрен пуçланă. Пархатарлă ӗçе вӗрентекенсемпе пӗрле ача сачӗн воспитателӗсем те хутшăнаççӗ. Ачасене пӗлӳ пама хăнăхнăскерсем, халӗ хăйсен вăйне çӗршыва хӳтӗлекенсене пулăшма яраççӗ. Ирина Герасимова, Лариса Мартьянова, Галина Мельникова, Валентина Мельникова, Алевтина Фёдорова, Ирина Васикова, Нина Кондратьева, Агреппина Козлова вӗрентекенсем, Светлана Петрова, Ирина Фёдорова, Юлия Алексеева тата Ольга Данилова воспитательсем ӗç хыççăн ырă та пархатарлă ӗç тума васкаççӗ.

Таймапуç сире, вӗрентекенсем! Сирӗн ӗçӗр вăл – маскировка сетки çыхни çеç мар, эсир Çӗнтерӳ шанăçне çурататăр çынсенче. Эсир Тăван çӗршыва мӗнле юратни пуриншӗн те тӗслӗх. Уйрăмах салтак амăшне Ирина Севастьяновнăна палăртас килет: вăл сетка çыхма та çӳрет, укçан та пулăшать.
Хисеплӗ педагогсене нумай пулмасть иртнӗ Вӗрентекен кунӗпе саламласа малашне те çитӗнӳсем тума сунас килет. Сирӗн ӗçӗре тивӗçлипе хаклаччăр, вӗренекенӗрсем савăнтарччăр, килӗрсенче тăнăçлăхпа юрату хуçалантăр. Тавах сире пирӗн ачасене ăс панăшăн, Тăван çӗршывшăн пысăк ӗç тунăшăн.
Татьяна МАКСИМОВА.
Аксу районӗ,
Саврăшпуç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев