Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Васкамасăр хыпалан

Октябрӗн 20-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи çул çинче хăрушă инкек пулнине хыпарлать ТР Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби. Аварин сăлтавӗ яланхи пекех. Пысăк хăвăртлăхпа пыракан водитель машинине итлеттерейми пулнипе çул хӗррине чăмнă. Шел, 56-ри пассажирӗ сывă юлайман, сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă.

Çав кунах тепӗр авари Хусанти аэропортран килмелли çул çинче пулнă. Хирӗç çул çине сиксе тухнă çăмăл машина микроавтобуспа вăйлă çапăннă. Телее, никам та вилмен. Çăмăл машина самай сиенленсен те водителӗ хăй тӗллӗнех тухайнă. Вăйлă çапăннипе микроавтобусăн пӗр кустăрми тухса ӳкнӗ. Хальхи вăхăтра пулса-иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

* * *

Октябрӗн 21-мӗшӗнче Хусанта 35-ри арçын аварие лекнӗ. Тăнне çухатнăскере больницăнах леçме тивнӗ. Çӗнтерӳ проспекчӗпе Дубравная урамӗсем хӗресленнӗ çӗрте юраман вырăнта çул урлă чупса каçма хăтланнă, анчах «Лада» айне пулнă. Машинăн водителӗ каланă тăрăх, умри машина чарăннипе унран пăрăнса иртнӗ чух кӗтмен çӗртен çул çине арçын сиксе тухнă иккен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность