Нумаях пулмасть Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен семинарӗ иртрӗ. Унта районти шкулсенчи тăван чӗлхе учителӗсем пуçтарăнчӗç.
Малтан пурте Л.Г.Дютина урокӗнче пулса курчӗç. Лидия Григорьевна 7-мӗш класра вӗренекенсемпе Владислав Николаевăн «Пакша – уявра» юптарăвӗ тăрăх урок хатӗрленӗ. Вăл пуриншӗн те интереслӗ пулчӗ – ачасемшӗн те, курса ларакан вӗрентекенсемшӗн те. Интерактивлă доска пулăшнипе ачасем хăтлав та пăхрӗç: унпа Илья Данилов паллаштарчӗ.

Семинара хутшăнакансем унтан кӗçӗн классене вӗрентекен И.М.Ермолаеван урокӗнче пулса курчӗç . Ирина Михайловна 2-мӗш класс ачисемпе «Чăваш тӗрри» класс тулашӗнчи мероприяти кăтартса пачӗ.

Кӗçӗн классене вӗрентекен Людмила Владимировна Прокопьева вара ачасене чăваш вăййисемпе паллаштарчӗ. Шăпăрлансем пысăк кăмăлпа вылярӗç. Елена Николаевна Кузьминан мастер-класӗ те пурне те килӗшрӗ. Килнӗ хăнасене Вăтăр Юман Киремет шкулӗнче вӗренекенсем пӗчӗк концертпа савăнтарчӗç.

(Сăнӳкерчӗксем Вăтăр Юман Киремет шкулӗн).
Нет комментариев