«Вăхăт пире суйларӗ»
Çапла ятпа кун çути курчӗ Владимир Ярухинăн Афган вăрçине хутшăннă Çӗпрел районӗнче çуралса ӳснӗ салтаксене халалланă кӗнеки
.jpg)
Нумаях пулмасть, тӗрӗсрех каласан февралӗн 15-мӗшӗнче, совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 37 çул çитнине паллă турăмăр. Çак кун кашни çулах Афган вăрçинче интернационаллă çар тивӗçне пурнăçланисем çут тӗнчерен уйрăлнă тусӗсене аса илеççӗ, митингсене хутшăнаççӗ. Хальхинче Çӗпрел районӗнче çав кун çар ветеранӗн, хисеплӗ таврапӗлӳçӗн, ШӖМ тытăмӗн запасри подполковникӗн, Ульяновск хулинчи «Ниме» чăваш культура центрӗн хастарӗн Владимир Ярухинăн «Вăхăт пире суйларӗ» кӗнекин хăтлавӗ иртнӗ. Ку кăларăма автор Афганистанра çар тивӗçне пурнăçланă интернационалист-салтаксене, Çӗпрел тăрăхӗнче çуралнă, пурăнакан паттăр ентешӗсене халалланă. Владимир Егоровичран çӗнӗ кӗнеке пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлтӗмӗр.
.jpg)
– Владимир Егорович, кӗнеке çырас ӗмӗт хăçан çуралчӗ? Историе сăнарлакан ӗç çăмăл пулма та пултарайман.
– Ку шухăш 2018 çулта Ульяновск облаçӗн ун чухнехи кӗпӗрнаттăрӗ Сергей Морозов хушăвӗпе тухнă «Тăван çӗршыв салтакӗсем» (Солдаты Отчизны) кăларăмпа паллашнă хыççăн çуралчӗ. Кӗнекене Афганистанра службăра пулнă хăюллă ентешсене халалларăм. Ульяновскра пурăнакан афганецсен списокӗнче тăван Çӗпрел районӗнче çуралнă чăваш арçыннисем нумаййине асăрхарăм. Мана çакă питӗ кăсăклантарчӗ. Вара паттăр ентешсем çинчен туллин каласа паракан кӗнеке пулмаллах тесе шутларăм.
– Информаци çăлкуçӗ пирки пӗр-ик сăмахпа.
– Чи паха хыпарсене мана Афган вăрçин ветеранӗсем хăйсем каласа пачӗç. Каларăм ӗнтӗ, чун-чӗреме пăлхатса, хускатса яраканӗ – «Тăван çӗршыв салтакӗсем» кӗнеке. Архивсемпе библиотекăсенче те нумай лартăм. Тутарстан Республикинчен Афганистана интернационаллă çар тивӗçне пурнăçлама кайнисене халалланă пур кăларăмпа та паллашрăм. Вӗсенче пуртех мар иккен. Çӗпрел районӗн паттăрӗсен списокӗ тулли маррине куртăм. Тен, çакă йӗкӗтсем урăх регионсенчен çара кайнипе те çыхăннă пуль. Çавăнпа та кӳршӗллӗ область-республикăсенче кун çути курнă справочниксене тупса вулама тиврӗ.
– Çырнисене пӗр çӗре пухса ӗçе пичете хатӗрленӗ чухне йывăрлăхсем пулмарӗç-и?
– Хăвăрт татса пама май килмен ыйтусем çителӗклех пулчӗç. Пӗр çын çинченех тӗрлӗ информаци çăлкуçӗнче тӗрлӗрен çырни тарăхтарчӗ: ăçта хушаматӗнче йăнăш пур, ăçта – ял ятӗнче, ăçта çуралнă кунне тӗрӗс палăртман.Çак çын шăп та шай Çӗпрел районӗнче çуралнине çирӗплетме ШӖМӗн паспортпа виза службине тата ЗАГСа çырусем яма тиврӗ. Вӗсем мана ăнланни хавхалантарчӗ.
– Кăларăма мӗнле материалсем кӗчӗç?
– «Вăхăт пире суйларӗ» кӗнекере – çар ветеранӗсен пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ, хӗсметри тапхăра сăнарлакан тӗрленчӗксем, çырăвӗсем, асаилӳсем, сăнӳкерчӗксем. Çавăн пекех тата – çар билечӗсен, награда удостоверенийӗсен копийӗсем. Унсăр пуçне кунтах шкулсенче, ялсенче афганецсене халалласа ирттернӗ мероприятисем пирки çырса кăтартрăмăр.
– Ульяновск облаçӗнче çӗпрелсем пайтахăн пурăнаççӗ. Вӗсенчен кашниех ку кăларăма тивӗçетех ӗнтӗ, çапла-и, Владимир Егорович? Миçе çын çинчен çырса кăтартрăр кӗнекере?
– Пурин çинчен те. Районти çар комиссариачӗн кăтартăвӗсемпе, Çӗпрел тăрăхӗнчен çара кайса Афганистан Халăх Республикинче хӗсметре пулнисем пӗтӗмпе 221 çын. Анчах та хам тӗллӗн ирттернӗ тӗпчевсем тата 100 çын Амударья юханшывӗ леш енче, туллă-сăртлă вырăнта служба иртнине кăтартрӗç. Афганец-ентешсен списокӗ 317 çынна çитрӗ. Вӗсенчен 12 паттăра (1 офицера, 2 сержанта, 9 рядовоя) тăван килне ырă-сывă таврăнма пӳрмен. Улттăшӗ Хӗрлӗ Çăлтăр орденне тивӗçнӗ, иккӗшӗ – Хӗрлӗ Ялав орденне (вилнӗ хыççăн).
– Кам пулăшрӗ Сире ырă ӗçе пурнăçа кӗртме?
– Ырă çынсем пурри çунат хушать. Пуçарăва ӗçе кӗртнӗ чух шанмасăр алă сулманни, пулăшу аллине тăсни темрен хаклă. Ентешсене пурне те пысăк тав сăмахӗ калас килет. Вӗсем: Çӗпрел районӗн библиотекарӗсем Гулуза Алиева, Наталья Куракина, Гульчачак Миначева, Наталья Пустынина. Çавăн пекех районти Çар ветеранӗсен канашӗн председательне Виктор Петухова тата Кивӗ Чукал шкулӗн директорне Ильгам Хайрутдинова чӗререн тав.
– Тата мӗнле кӗнеке кăларма шухăшлатăр?
– Ӗç чарăнса тăмӗ. Халӗ эпӗ «СВО салтакӗсем. Фронтра тата тылра» кӗнекепе ӗçлетӗп. Унăн тӗп геройӗсем – ятарлă çар операцине Çӗпрел районӗнчен кайнă, ку тăрăхра çуралнă паттăрсем. Тата, паллах ӗнтӗ, фронта пулăшакан волонтерсем. Материалсем пухас ӗç пуçланнă. Ӗмӗтре – Çурçӗр Кавказри çапăçусене хутшăннă чăн-чăн арçынсем çинчен çырасси.
– «Вăхăт пире суйларӗ» кӗнеке миçе экземплярпа тухрӗ? Унта çырса кăтартнă кашни паттăра, вӗсен çемйисене тивӗçтермелӗх пур-и?
– Пӗрремӗш тираж 170 экземплярпа февралӗн 15-мӗшӗнче, совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 37 çул çитнӗ кун, тухрӗ. Кӗнеке самаях хулăн – 264 страница. Пирвайхи экземплярсене эпир Афган вăрçин ветеранӗсене тата пуç хунă паттăрсен ашшӗ-амăшӗсене патăмăр. Çавăн пекех ку кӗнеке районти 30 шкула, 40 вулавăша çитӗ. 17-шӗ – Мускаври Раççей патшалăх библиотекине, 4-шӗ – Ульяновскри Кӗнеке керменне, пӗрер – «Ниме» центра, Ульяновскри «Канаш», Хусанти «Сувар» хаçатсен редакцийӗсене. Область, республика çыннисем пирӗнпе редакцисем урлă çыхăнма пултараççӗ. Кӗнеке сутнă укçапа çӗннисене кăларăпăр.
Алена АЛЕКСЕЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев