Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗçен кайăксем кăнтăртан таврăнма пуçлаççӗ

Пушăн 2-мӗшӗ – Федор. Иртен пуçласа кунӗпе тӗтреллӗ-тӗк – çу уйăхӗнче ăшă пуласса ан кӗт. Вӗçен кайăксем кăнтăртан таврăнма пуçланă – эппин çуркунне ир килет.

Пуш уйăхӗн 3-мӗшӗ – Ярила. Таса тӳпере çăлтăрсем тӗксӗммӗн курăнаççӗ – çиллӗ çанталăка; йăлтăртатса çиçеççӗ – сивӗтессе; сахал-тăк – юр çăвасса. Çак кун çуралакан ача лайăх юрлакан пулать тет.

Пушăн 4-мӗшӗ – Архип тата Филимон. Вăрманта шурă мулкача тӗл пулсан – юр тата та çăвать-ха; сăрă мулкача курни вара ăшăтиччен вăрах кӗтмелле мар. Çак кун мӗн чухлӗ ытларах ырă ӗç тăватăн, ку çул çавăн чухлӗ лайăхрах пурăнатăн.

Пушăн 5-мӗшӗ – Лев Катанский, Катыш. Каçхине тӳпенелле пăхмалла мар: ӳкекен çăлтăр курсан – ырра мар. Çӗнӗ ӗç пуçламалла мар çак кун, ăнмасть.

Пуш уйăхӗн 6-мӗшӗ – Тимофей. Ăшă çил вӗрме пуçлать. Çак кун уяр-тăк – çуркунне те лайăх çанталăк пулать. Çуркунне ир килсен кӗркунне те ир пулать.

Пуш уйăхӗн 7-мӗшӗ – Маврикий. Хура кураксем, шăнкăрч сем тата чӗкеçсем вӗçсе килме пуçлаççӗ. Кайăксем çак кунран маларах вӗçсе килни – çуркунне ир пуласса. 

Пуш уйăхӗн 8-мӗшӗ – Поликарп. Енчен те чакак пӳрт çунатти айне пытанать-тӗк – çил-тăман тухасса. Çак кун эрешмен картине пăсмалла мар, çуртна çухатма пултаратăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы