Венгрире хунсен аслă пухăвӗ иртет, унта чăвашсем те хутшăнаççӗ
Çыравçă тата журналист Альбина Юрату пӗлтернӗ тăрăх, ăна «Тюрксой» организацирен шăнкăравласа Венгрире иртекен Хунсен аслă курултайӗнче хутшăнма юрлакан делегат сӗнме ыйтнă. Çак пуху 2022 çулхи августăн 15-18-мӗшӗсенче иртет. Унта чăваш халăхӗн культурине тумпа кăтартмалла, чӗлхине – юрласа.
Сӗннӗ юрăçсем – хăшӗ вăхăт, хăшӗ загранпаспорт çукки çине таянтарнă. Европăри лару-тăру лăпках пулманни те шиклентернӗ нумайăшне.
Шырасан-шырасан кандидатура тупăннă. Ку вăл Мускавра ӗçлесе пурăнакан Ирина Пономарева.
Хунсен аслă курултайӗ Венгрири Бугач хулинче иртӗ. Унта Мускавран Дубай тата Будапешт урлă çитмелле. Ирина ӗнтӗ унта çитнӗ, пурне те салам ярать.
Унăн сасси питӗ илемлӗ. Вăл хитре, ӗçчен, сăпайлă. Сăвăсем çырать, хăех кӗвӗлет. Сасси мӗнле илемлӗ! Вăхăтӗнче «Телеюрăра» та лауреат пулнăччӗ. Иккӗленӳ çук, ун пек пултаруллă çын пирӗн халăх культурине тивӗçлӗ шайра кăтартать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев