Вертолет двигателӗн пайӗсене 3D принтерпа та тӑваҫҫӗ
Тӗрӗслевсен результачӗсемпе двигателе кӗртнӗ техника характеристикисем ҫирӗплетӗннӗ, ӑна вертолетра усӑ курма юрать
"Ансат" вертолет валли Раҫҫейре кӑларакан пӗрремӗш двигателе тӗрӗсленӗ.
Двигательсем тӑвакан пӗрлешӳллӗ "Ростех" патшалӑх корпорацийӗ ВК-650В двигателӗн тӗрӗслевӗсене ирттерме тытӑннӑ. Раҫҫейре унччен туман двигателе Ансат-У тата Ка-226Т евӗр ҫӑмӑл вертолетсем ҫине вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ.
"Хальхи вӑхӑтра специалистсем тӗрӗслев программин тӑватӑ пайӗнчен пӗрремӗшне пурнӑҫларӗҫ: пӗрремӗш запуск турӗҫ, тӗп паоаметрсене хакларӗҫ, стендпа двигателӗн пӗрлехи ӗҫне шайлаштарчӗҫ. Тӗрӗслевсен результачӗсемпе двигателе кӗртнӗ техника характеристикисем ҫирӗплетӗннӗ, ӑна вертолетра усӑ курма, тӗрӗслевӗн тепӗр тапхӑрӗсене куҫма юрать",– тесе пӗлтернӗ ОДК пресс-службинче.
Ҫӗнӗ двигательти детальсенчен 12 процентне ЗD пичет технологийӗпе тунӑ. ВК-650В двигателӗн вӗҫсе хӑпармалли хӑвачӗ 650 лаша вӑйӗ чухлӗ, ӑна пирӗн ҫӗршыври ҫӑмӑл класлӑ Ка-226Т вертолетсем ҫине вырнаҫтарӗҫ. Ҫавӑн пекех унӑн модификацийӗсене Ансат-У, VRT-500 вертолетсем ҫине тата ҫӑвӑн пекех класлӑ ют ҫӗршыв вертолечӗсем ҫине вырнаҫтарма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев