Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Верук тĕпелĕ

Апачĕ тутлă пултăр!

ТУЛТАРМĂШЛĂ ÇӖРУЛМИ

Çӗрулмине лайăх çуса тасатмалла та кашни енчен вилкăпа чике-чике шăтармалла. Унтан кашнине фольгапа уйрăмшар чӗркемелле. 180 градус таран хӗртнӗ духовкăна хурса 60–90 минут пӗçермелле. Вăл пиçнипе пиçменнине çӗçӗ вӗçӗпе е зубочисткăпа чиксе тӗрӗслемелле. Сухана вӗттӗн, бекона е чăх ашне йăрăмсем туса касмалла, сыра вӗтӗ терка витӗр кăлармалла. 

Малтан типӗ çатма çинче бекона е чăх ашне çăвӗ тухиччен ăшаламалла. Енчен те çăвӗ сахал-тăк хӗвелçаврăнăш çăвӗ хушмалла. Хӗрелчӗ пулсан ун çине сухан ярса тата ăшаламалла.

 Пиçнӗ çӗрулмине тăрринчен касмалла та ăшне кăлармалла. Ӗне çăвӗ ярса лайăх ирмелле. Ун çине ăшаланă беконпа сухан тата сыр, хăвăра кирлӗ чухлӗ тăвар ярса лайăх пăтратмалла. Ăшлăха çӗрулми ăшне тултармалла та 200 градус таран хӗртнӗ духовкăра тата 10 минут пӗçермелле. Кайран симӗс укроп, сухан е петрушка сапса çимелле.

 

 ХĂВĂРТ ЗАПЕКАНКА

1. Тăпăрча çăмартапа хутăштармалла.

2. Сахăр хушса пăтратмалла.

3. Манна кӗрпи хушса тата лайăхрах пăтратмалла.

4. Чустана 20 минут кантармалла.

5. Çу сӗрнӗ çатма çине ямалла.

6. 180 градус таран хӗртнӗ духовкăра 30–50 минут пӗçермелле.

500 г. тăпăрч, 4-5 штук çăмарта, 2-3 апат кашăкӗ сахăр песокӗ, 5 апат кашăкӗ манна кӗрпи, çатмана сӗрмелӗх çу кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев