Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Верук тӗпелӗнче аджикӑпа фасоль салачӗ

Стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла та хулăн япалапа чӗркесе сивӗниччен пӳлӗмрех тытмалла

  АДЖИКА
Пахча çимӗçсене çумалла, суханпа ыхрана шуратмалла, пылак пăрăçа вăррисенчен тасатмалла. Тураса пӗтӗмпех мясорубка витӗр кăлармалла. Тăвар, хура пăрăç, тип çу, вӗттӗн туранă петрушка хушса пӗçерме лартмалла. Вӗреме кӗрсен çулăма чакармалла та пăтраштарса тăрса хатӗр пуличчен пӗçермелле. Вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла.
1,5 кг помидор, 1 кг панулми, 10 пуç сухан, 10 пуç ыхра, 10 пылак пăрăç, 1 стакан тип çу, 2 кашăк тăвар, ешӗл петрушка, вӗтетнӗ хура пăрăç кирлӗ.

ФАСОЛЬ САЛАЧӖ
Фасоле каçран шӳтерсе хумалла. Ирхине хатӗр пуличчен пӗçермелле те дуршлаг çине силлесе шывне сăрăхтармалла. Помидора мясорубка витӗр кăларса кастрюле ямалла, туранă панулми, сухан, тип çу, тăвар тата сахăр песокӗ хушмалла. Вӗреме кӗрсен фасоль тата вӗттӗн туранă петрушка ямалла. Вăйсăр çулăм çинче хупласа 30-40 минут пӗçермелле, пăтраштаркаласах тăмалла. Стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла та хулăн япалапа чӗркесе сивӗниччен пӳлӗмрех тытмалла, унтан сулхăн çӗрте упрамалла.
4 стакан фасоль, 1 кг помидор, 500 г панулми, 300 г сухан, 1 кашăк тăвар, 3 кашăк сахăр песокӗ, 100 г тип çу, ешӗл петрушка кирлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Домашние заготовки