Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ветерансем пурнăçра та, сцена çинче те малта

Аслă ăрурисен Тăван çӗршыва хӳтӗлесе паттăрлăх кăтартнă тăванăмăрсем çинчен манма памалла мар

 

 Ытларикун Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗнче IX Балкыш (Сияние, Шевле) Республикăн ветерансен илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсен фестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ. ТР Раисӗ ятӗнчен ветерансене, куракансене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламалрӗ. Ветерансене хастар пулнăшăн, лăпланса ларманшăн тав турӗ. Паллах, сăмах Аслă вăрçă ветернӗем çине куçрӗ. Фарид Хайруллович çулран çул фашистла Германие çӗнтернӗ паттăрсен йышӗ чакса пынишӗн хурланса калаçрӗ: «10 çул каялла республикăра Тăван çӗрывăн Аслă вăрçине хутшăннă 80 пин çынччӗ, паян вӗсем 9 пинӗн юлчӗç. 80 çул хушшинче темиçе ăру çитӗнчӗ. Вăрçă çинчен вӗсем кӗнесенче вуласа, кинофильмсенчен, вăрçă тертне тӳссе ирттернисем каласа панинчен пӗлеççӗ. Малашне те манма памалла мар Тăван çӗршыва хӳтӗлесе вăрçă хирӗнче, тылра паттăрлăх кăтартнă тăванăмăрсем çинчен. Аслă ăрури çынсен пӗлтерӗшӗ çакăнта уйрăмах пысăк».

Парламент пуçлăхӗ залра ларакансене вăрăм ӗмӗр сунса Çӗнтерӳ уявӗпе саламларӗ.

Фарид Мухаметшин Балкыш (Сияние, Шевле) юхăмӗн хастарӗсене агдăсем парса чысларӗ. Пӗтӗм Раççейри ветерансен организацийӗн тӗп канашӗ çӗршыври ветерансен пуçламăш организацийӗсен хушинче «Ветерансен чи лайăх пуçламăш организаци» ята пама  ирттернӗ смотр-конкурса пӗтӗмлетсе Тутарстанри икӗ организацие палăртнă: Хусанти патшалăхăн казеннăй тар заводӗнчи ветерансен канашне тата Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньелӗнчи ветерансен канашне, Вӗсене дипломсемпе, асăнмалăх паллăсемпе наградăларӗç.

Тата пулчӗç фестивальте чăвашсем. Çӗпрелӗнчи ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева ертсе пыракан «Хӗлхем» ушкăн ăçал та хутшăнчӗ çак сумлă мероприятие. Яланхи пекех çӗпрелсем хăйсене чыслă, артистла маттур кăтртрӗç.

 Автор сăнӳкерчӗкӗ.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 80-летие Великой Победы