Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мирлӗ пурнăçа таврăнма пулăшаççӗ

«Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗ ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене мирлӗ пурнăçа таврăнма пулăшать, çав шутра хальхи сиплев тата адаптаци меслечӗсемпе усă курса.

Атня районӗн социаллă координаторӗн тимлӗхӗнче мотострелоксен çарӗнче снайпер пулнă СВО ветеранӗ Алексей Павлов пур. Ятарлă çар операцийӗн вăл тӗрлӗ тӗллевӗсене пурнăçланă – аманнă юлташӗсене эвакуацилессинчен пуçласа фронтăн хӗрӳ участокӗсенче позицисем тытса тăрасси таранах. Пӗр çапăçура вăл йывăр аманнă.

Киле таврăнсан ветеран социаллă пулăшу ыйтма фонда пынă. Координатор пулăшнипе Алексейӗн хваттерне ун валли майлаштарас тесе ятарлă комисси ирттернӗ, çавăн пекех реабилитаци тренажерне – швед стенине панă.

Ветеранăн социаллă координаторӗ Алексей хастар пурнăç йӗркине тытса пынине каласа панă. Тутарстан Республикин Раисӗн Спорт кубокӗшӗн ăмăртăва хутшăнса унăн волейбол команди пӗрремӗш вырăн йышăннă. Фондра çакăн пек пулăшăва Алексей Павлова кăна мар, республикăри тӗрлӗ районти ытти ветерана та параççӗ. Тренажерсем илнисен хушшинче – Анат Кама, Балтасси, Ешӗлвар тата Элмет районӗсенчен СВОна хутшăннă тепӗр ултă çын.

Каласа хăвармалла, мероприятисем «Спорт России» патшалăх программипе килӗшӳллӗн пурнăçланаççӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗн «ВКонтактери» ушкăнӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: госпрограмма