Вячеслав атте: «Ăс-хакăл çӗнелмесӗр сывалма çук»
Апрелӗн 21-мӗшӗнче «Татар-информ» информаци агентствинче алкоголизма, наркотксене парăннисене пулăшасси çинчен каласа пачӗç
Пресс-конференцие Варсонофий çветитель чиркӗвӗн настоятелӗ, иерей Вячеслав Шапоров уçрӗ. Кӗскен хăйӗн храмӗ çинчен, уçарса янă пархатарлă ӗç çинчен каласа пачӗ. Пресс-конференци пухнин сăлтавӗ – апрелӗн 23-мӗшӗнче уçăлакан III «Патшалăх, общество тата çемье: сиенлӗ йăласене пăхăнакансене пулăшассин Тутартстанри практики. Урăлу – этем потенциалне упракан никӗс» республика наукăпа практика конференцийӗ çинчен каласа парасси тата Варсонофий Çветитель çӗр çинчен кайнăранпа 450 çул çитнине паллă тăвасси пулса тăрать. Варсонофи архимандрит XVI ӗмӗртех сиенлӗ йăласемпе аптракансене сиплени паллă, ӳт-пӳне çеç мар, ăс-хакăлне те. Çавăнпа та наукăпа практика конференцийӗ икӗ пысăк темăна пӗрлештернинчен тӗлӗнмелле те мар.
Хусан патшлăх медицина университечӗн çамрăксен политикипе ӗçлекен проректор ӗçне туса пыракан Артур Заляев та хутшăнчӗ пресс-конференцие. Университетра çемье хаклăхӗсене тытса пырассипе, сиенлӗ йăласенчен профилактика ӗçӗсене илсе пырассипе тӗрлӗ программăсем ӗçлени çинчен каласа пачӗ вăл. Вӗренӳ учрежденийӗ уйрăмах студентсен çемйисене пысăк тимлӗх уйăрать, паяна 239 çемье вӗренет. Мăшăрланнисем валли консультацисем, çемье мероприятийӗсем йӗркелеççӗ. Ача çуралсан ашшӗ-амăшне пепкене пăхма та, вӗренӳре ӗлкӗрсе пыма та пулăшаççӗ.
Артур Заляев сиенлӗ йăласене пăхăнассине çемьерех профилактика пуçламалла – пӗр-пӗрне ăнланнинчен, шаннинчен тата сывă пурнăç йӗркинчен, тесе шутлать. Ку шухăш тӗрӗссине кăтартса паракан тӗслӗхсем пурнăçра часчас тӗл пулаççӗ.
Руслан Раянов клиника психологӗ, сиенлӗ йăласене пăхăнакансене адаптаци иртме пулăшакан «Пробуждение» социаллă прект ертӳçи çынсем алкоголизмран, наркоманирен сывални çинчен каласа пачӗ. «Пробуждение» харăсах 10 çын йышăнма пултарать. Православи тӗнне тӗпе хурсса тытса тăраççӗ çурта, чирллисемпе психолог ӗçлет. Сиплевшӗн тӳлемеççӗ. Проект грант çӗнсе илнӗ укçпа, ырă çынсен пулăшăвӗпе тытăнса тăрать. Вăтамран илсен реабилитаци 6 уйăха тăсăлать. Ку çуртра сипленекенсене никам та вăйпа илсе килмест: хăйсен ирӗкӗпе килеççӗ, хулари анонимлă алкоголиксенларăвӗсене çӳреççӗ. Официаллă медицина учреăденийӗсенчен «Пробуждение» проектăн уйрăмлăхӗ нумай, пациентсен шучӗ пирки мар сăмах. Наркологи клиникисене эрех-сăра ӗçекен, наркотиксемпе тӗлсӗр усăкуракана йывăр тапхăрта йышăнаççӗ те икӗ-виçӗ уйăхран килӗсене ăсатаççӗ. Пробужденире» кашни пациентпа уйрăммăн ӗçлеççӗ. Хăшӗсем сипле татса эрех-сăра патне таврăнни те пулнă, анчах çакăн хыççăн хăйсене çӗнӗрен алла илсе чăнах та ӗçме пăрахнисем, наркотиксенчен тасалнисем те чылай. Руслан Алмасович «12 утăм» программăна пурнăçлани чăнах та сиенлӗ йăласене пăхăнассинчен сыватни çинчен каласа пачӗ. Чăннипе ку программăна пурнăçлама çăмăл мар иккен, ăс-хакăл пӗрлӗхӗ, чун вăйӗ кирлӗ. Турра ӗненекенсене ку çула тса тухма самай çăмăлрах пулни çинчен каласа пачӗ Руслан Раянов.
Спикерсем наукăпа практика конференцине хăйсен ӗçтешӗсем – анонимлă алкоголиксен ушкăнӗсемпе ӗçлекенсем, патшалăхăн наркологи службисем тата ытти ушкăнсем, организацисем, обществăсем хутшăнасса шанаççӗ. Мӗншӗн тесен пӗр-пӗринпе паллашни опытпа улшăнма та, пулăшӗччӗ, çӗнӗлӗхсене ӗçе кӗртме те май парӗччӗ.
III «Патшалăх, общество тата çемье: сиенлӗ йăласене пăхăнакансене пулăшас практика Тутартстанра.Урăлу этем потенциалне упракан никӗс» республика наукăпа практика конференцийӗ апрелӗн 23-мӗшӗнче 10.00 сехетре Хусан патшалăх медицина университетӗнче уçăлчӗ.
Хусан патшалăх медицина университечӗн ректорӗн ӗçне туса пыракан Айрат Фаррахов, ТР Патшалăх Канашӗн комитечӗн председателӗ Алексей Созинов, ТР Ачасен прависен уполномоченнăйӗ Светлана Захарова, ТР Сывлăх сыхлав министрӗ Альмир Абашев, Хусан тата Тутарстан Митрополичӗ Кирилл наукăпа практика конференцине хутшăнакансене саламланă.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев