Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виктор Симаков 90 çулта

Республикăри паллă чăваш çыравçи, журналисчӗ, Аксу районӗнчи Вырăс Киремет ялӗнче пурăнакан Виктор Симаков паян 90 çул тултарнă.

1933 çулта Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче çуралнăскер, 1949 çулта шкул пӗтерсен Аксури педучилищӗне вӗренме кӗнӗ. 3-мӗш курсра чухне ăна салтака илнӗ. Хӗсметрен таврăнсан вӗренӗве ăнăçлă вӗçлесе алла диплом илнӗ çамрăк. Çамрăк педагога направленипе Вăтам Азири Каракалпакине ӗçлеме янă. Унти пӗр ялта вăл вырăс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Тăван тăрăха таврăнсан Виктор Егорович Хусанти пединститута вӗренме кӗнӗ. Аксу районӗнчи Тури Паланлă, Кивӗ Ӳсел шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ. 1965 çулта Аксу тата Нурлат районӗсем пӗрлешсен çамрăк педагог район хаçачӗн редакцине ӗçлеме куçнă. «Ял пурнăçӗ» чăвашла хаçатăн пӗрремӗш редакторӗ шăпах Виктор Егорович пулнă. Вăл ăна 1968 çулччен ертсе пынă. Унтан Чăваш Енри Йӗпреç район хаçатӗнче, Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳсел шкулӗнче вăй хунă.

Ялан çӗннине пӗлме, вӗренме юратаканскер, Виктор Егорович Хусанти педагогика институтне пӗтерсен Шупашкарти марксизм-ленинизм университетӗнче те ăнăçлă вӗреннӗ.

Хăйне 1993 çулта Самара облаçӗнчи «Бердэмлек» тутар хаçатне литература сотрудникӗ пулса ӗçе чӗннӗ чух Виктор Симаков тивӗçлӗ канури çын пулнă ӗнтӗ. Икӗ çултан шăпах вăл Самар облаçӗнчи чăвашсен «Самар ен» хаçатне никӗслесе кăларма пуçланă. Пӗр вăхăтрах «Бердэмлекре» те ӗçленӗ, чăвашла хаçата та редакциленӗ. 

1996 – 2006 çулсенче Виктор Егорович «Самар енӗн» яваплă секретарӗнче тăрăшнă. 2008 çулта вара мăшăрӗпе Валентина Егоровнăпа пӗрле тăван ялне куçса килнӗ. Ялан мӗн-тӗр интересли, çӗнни шыраканскер, кунта та ахаль ларман вăл – ялти пӗр пушă çуртра пысăках мар библиотека йӗркеленӗ. Ял çыннисем унта пырса Виктор Егоровичăн кӗнекисемпе паллашма пултарнă.

Виктор Симаков çирӗме яхăн кӗнеке авторӗ, чăваш халăх академикӗ. Тăрăшса ӗçленӗшӗн орден-медальсемпе, Хисеп хучӗсемпе пӗрре мар чысланă ăна.

Юбилей кунӗнче Виктор Егоровича район администрацийӗнчен килнӗ. Аксу районӗн пуçлăхӗн çумӗ Ильшат Загидуллин педагогика тата пичет ветеранне 90 çул тултарнă ятпа саламласа ырлăх-сывлăх, творчествăра малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу суннă, асăнмалăх парне парса чысланă. Çавăн пекех юбиляра Çӗнӗ Киремет ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ильнур Шакиров та саламланă, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Ял пурнăçӗ» хаçатăн сайчӗ.

Ирина КРЮКОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев