Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Винил эрни» – С.Сайдашев ячӗллӗ, Тутар музыкин музейӗнче

SäydäşART çуллахи фестиваль витӗмӗпе иртекен мероприятисенчен пӗри çитес тунтикунах пуçланать

Июлӗн 13 – 19-мӗшӗччен Салих Сайдашевпа Тутар музыкин музейӗ Хусанта пурӑнакансемпе хӑнасене «Винил эрнине» хутшăнма чӗнет. Винил культурине, тутар музыкин историне тата XX ӗмӗрти сасӑ еткерлӗхне халалланӑ лекцисем, паллă çынсемпе йӗркеленӗ  тӗлпулусем, перформанссемпе музыка каҫӗсем канин кăмăлне çураçтарӗç, куллен итлекен кӗвӗсем çинчен нумай çӗннине пӗлтерӗç.

«Винил эрни» архиври сайра тӗл пулакан винил пластинкăсенчеи кӗвӗсене итлеме май парать. Вӗсем çинчен ертӳçӗсем, артистсем эсир пӗлменине те каласа парӗç, вăл е ку композицин историне итлеме те кăсăк пулӗ.

«Винил эрни» хыççăн тутарстан музыка культури çине те, С.Сайдашевăн музыка еткерӗ çине те çӗнӗлле пăхма пуçлăпăр. Музыка тӗпчевҫисемпе, коллекционерсемпе, музыкантсемпе тата культурологсемпе куçа куçăн тӗл пулса калаçма май пур çак кунсенче, ҫавӑн пекех интерактивлӑ мероприятисене хутшăнма та хавас пулăр.

«Винил эрни» ТАССР Патшалăх ансамблӗн иртнӗ ӗмӗрте çырса илнӗ юрри-кӗввипе уçăлать. Ансамблӗн паянхи артистки Алсу Магсумзянова ертсе пырать каçа. Ытларикунхи каç та кăсăк пулӗ. Салих Сайдашевпа Тутар музыкин музейӗн наука ӗçченӗ Айдар Ниязов «Миньонсемпе», авăнакан, пиçӗ пластинкӑсем çинчен хăй мӗн пӗнине каласа пан ипех çырлахмӗ – хăйне евӗр япаласем, оборудовани çинчен итлеттерсе те кăтартӗ. Сăмах май, ку проект шăпах Айдар Ниязов идейи.

Июлӗн 15-мӗшӗнчи каçа «Шуралене» халаллаççӗ. Тутар наци хореографийӗн çӗршывăн хуть хăш кӗтесӗнче те,  хуть кам та питӗ лайăх пӗлекен балет. Фарид Яруллин композиторпа Леонид Якобсон хорографăн шедеврӗ çинчен М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗн солистки Александра Елагина каласа парӗ.

 Кӗçнерникун «ГрамПерформанс». Грампластинкăсенчен кăштăртатса тухакан музыкăпа орографиперформансне курма кăсăк пулӗ çак кун музее пыракансене. Ку мероприятие Г.Кариев ячӗллӗ ТЮЗ актриси Альбина Нугманова ташăçă ертсе пырать.

Июлӗн 17 – мӗшӗнче С.Сайдашевӑн гостинăйне уяври пек чечен тумланса пымалла. Иммерсивлă каçăн тăтăш тӗл пулакан сăмахӗсем – музыка, туслӑх тата юрату. Ăна Исмаил Сафиулов стилистпа Заррина Азимова ертӳçӗ йӗркелеççӗ.

Шăматкун Элина Ситдикова (Elina) юрӑҫ иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсене аса илтерӗ.

«Винил эрни» июлӗн 19-мӗшӗнче ретро-дискотекăпа вӗçленет. Ăна Лейсан Минлебай хормейстер йӗркелет.

Мероприятисем кашни каçах 18.30 сехетре пуçланаççӗ. 5 – 10 çынран тăракан мастер-класа маларах çырăнакансем ал айӗнчи хатӗрсенчен винил проигрыватель тума вӗренӗç.

Сăнӳкерчӗк ТР Наци музейӗн пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ретро