Владимир Чагин Мусквари ВДНХра иртекен «Россия» курав-форумра Тутарстанăн стендне пырса курма чӗнет
Сăмах май, декабрӗн 2-мӗшӗнче форумра Тутарстан Республикин кунӗ иртет. Площадкăсенче пуян культура программине те курма пулӗ. Форум-курав ӗçленӗ вăхăтра унта РФ Президенчӗ Владимир Путин та темиçе хутчен пырса курать тесе пӗлтереççӗ йӗркелекенсем.
Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» командăн ертӳçи Владимир Чагин пурне те Мускаври ВДНХра иртекен «Россия» курав-форумри Тутарстан стендне пырса курма чӗнет. Çичӗ хутчен «Дакар» раллире çӗнтернӗ автогонщик курав пурне те килӗшесси пирки пӗрре те иккӗленмест.
Тутарстан Республики çӗршывра нумай çитӗнӳ тунипе паллă. Ял хуçалăхӗнче те, транспорт инфраструктури енӗпе те, IT-сферăра та, промышленноçпа ытти нумай çӗрте те самай мала кайнă эпир.
Тутарстанăн чи паллă çитӗнӗвӗсемпе шăпах «Россия» Халăхсен хушшинчи курав-форумра паллашма пулать те. Вăл Мускаври ВДНХра 2023 çулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнчен пуçласа 2024 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗччен ӗçлет. Çӗршывăмăрти 89 регионăн, федераллă ведомствăсен, корпорацисен тата обществăлла организацисен экспозицийӗсемпе паллашма пулать унта.
Сăмах май, декабрӗн 2-мӗшӗнче форумра Тутарстан Республикин кунӗ иртет. Площадкăсенче пуян культура программине те курма пулӗ. Форум-курав ӗçленӗ вăхăтра унта РФ Президенчӗ Владимир Путин та темиçе хутчен пырса курать тесе пӗлтереççӗ йӗркелекенсем.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев