Владимир Путин нумай ачаллă çемьесем пирки указ кăларнă
Раççейре нумай ачаллӑ çемьесен пӗрлехи статусне çирӗплетнӗ. Указ право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленнӗ.
Указ нумай ачаллӑ çемьесен пӗрлехи статусне федераци шайӗнче çирӗплетет. Унсăр пуçне документра çемьесене парăнакан пулӑшу мерисене те палӑртнӑ.
Указпа килӗшӳллӗн, виçӗ тата ытларах ача çитӗнтерекен çемье — нумай ачаллӑ çемье шутланать. Çемьене социаллă пулӑшӑва аслӑ ачи 18 çулчен е 23 çул тултариччен (ача вӗрентӳ учрежденийӗнче куçӑн майпа малалла вĕренсен) параççӗ.
Хальччен регионсем нумай ачалӑх критерийӗсене хăйсен тĕллĕн палӑртнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев