Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтерсем Çӗнӗ Йӗлмелӗнче хăнара

Çӗнӗ çул умӗн пирӗн яла Ульяновск облаçӗнчи «Ниме» обществăлла организацирен волонтерсен делегацийӗ килсе çитрӗ.

Волонтерсене ертсе килекенӗ Владимир Ярухин подполковник, нумай çул ШӖМре ӗçлесе отставкăна тухнă. Хăй хамăр районти Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ. Волонтерсен ушкăнӗнче çавăн пекех Упи тăрăхӗнче çуралса ӳснӗ Николайпа Василиса Черновсем, Çӗнӗ Йӗлмел çыннисем Николай Ларионовпа Владимир Мулеев, Геннадий Косов, Клавдия Лухманова тата Елена Аваян та пурччӗ. Тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансен районти канашӗн ертӳçи Виктор Петухов та хутшăнчӗ тӗлпулăва.

Волонтерсемпе тӗл пулма Çӗнӗ Йӗлмел шкулне халăх йышлă пуçтарăннă – Çӗнӗ çул ёлкине хатӗрленсе илемлӗ тумсем тăхăннă ачасем, вӗрентекенсем, ашшӗ-амăшӗсем... Пухăннисене шкул директорӗ Владимир Мискин, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков Çӗнӗ çул ячӗпе саламларӗç, 2025 çулта ятарлă çар операцийӗ вӗçленессе шаннине пӗлтерчӗç. Ялти Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков салтаксене пулăшу леçме çӳрекен волонтерсен ӗçне пысăк хак пачӗ, вӗсене салам калама, тăван тăрăхра пурне те ырă-сывă, çӗнтерӳпе  таврăнасса кӗтнине пӗлтерме ыйтрӗ. 

Владимир Ярухин «Ниме» хастарӗсем кунта пӗлтерӗшлӗ миссипе килни пирки каларӗ: вӗсем Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче вӗренекен тата ача садне çӳрекен кашни ача валли ятарлă çар операцине хутшăнакансенчен пылак кучченеç илсе килнӗ иккен. Çавăн пекех Владимир Егорович шкула Пенза, Саратов тата Ульяновск облаçӗсен кӗске энциклопедине парнелерӗ. 

Шкул ачисем вара хăнасене чаплă концерт лартса пачӗç: ёлка тавра юрăсем юрларӗç, ташăсем ташларӗç, сăвăсем каларӗç. Шкул директорӗ Владимир Мискин хисеп туса килнӗ хăнасене асăнмалăх сувенирсем парнелерӗ. 

Чи хумхануллă саманчӗ вара шкул ачисемпе, ял халăхӗпе пӗрле салтаксем валли пухнă гуманитари пулăшăвӗ тултарнă коробкăсене волонтерсене пани пулчӗ. Вӗренекенсем çар çыннисене хавхалантаракан виç кӗтеслӗ çырусем çырса хума та манман коробкăсен ăшне. 

Шкул коллективне чӗререн тав туса сывпуллашсан волонтерсем ялти Дмитрий Солунский ячӗллӗ чиркӗве çул тытрӗç, унта Владимир иеромонахпа тата чиркӗве çӳрекенсемпе тӗл пулчӗç. Вӗсем те салтаксене парса яма парнесем хатӗрленӗ иккен. Владимир атте çавăн пекех çар çыннисене хӗллехи вăхăтра кирлӗ оборудовани, техника хатӗрӗсем туянма прихут ятӗнчен 54 пин тенкӗ укçа та пачӗ. Владимир Ярухин салтаксене пулăшас ӗçе хастар хутшăнакан пачăшкăна «СВОна пулăшнăшăн» асăну медалӗпе чысларӗ. 

Темиçе кун каялла вара Владимир Ярухинпа Марс Саяпов волонтерсем 33-мӗш гуманитари конвойне ятарлă çар операцийӗн зонине чиперех илсе çитерсе салтаксене пани, хӳтӗлевçӗсем чӗререн тав туни пирки пӗлтерчӗç. 

Эпир пурте ку çул çӗнтерӳ, мирлӗ пурнăç илсе килессе чун-чӗререн кӗтетпӗр. 

 

Геннадий КАРСАКОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Йӗлмел. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем волонтерство