Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтерсем ятарлă çар операцийӗнче 28-мӗш хут пулнă

Аксу район волонтерӗсем çак кунсенче ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли черетлӗ гумконвой леçсе таврăннине хыпарлать район хаçачӗ. Шучӗпе ку – 28-мӗш.

Фронта хальхинче мотоцикл, «Нива» автомобиль, «Булат» БПЛА детекторӗ (тата ун хатӗрӗсем), генератор, мунча кăмаки, строительство материалӗсем, ăшă тум, окоп çуртисемпе маскировка сеткисем, тăванӗсенчен посылкăсем... – пӗтӗмпе виçӗ машина – груз леçнӗ.

Нумай пулмасть пуç хунă Егор позывнойлă салтакăн амăшӗ Надежда Егорова хатӗрленӗ «Телейлӗ салтака» посылкăна вара волонтерсем Дед позывнойлă салтака панă. Ятарлă çар операцине 2022 çултанпа хутшăнакан салтакшăн вăл пӗрремӗш посылка иккен.

Волонтерсен хальхинче ятарлă мисси те пулнă – Алчевскри Паттăрсен аллейине пытарнă саперăн, Аксу çыннин Владимир Тимочинăн вилтăприне тăван тăрăхӗнчи çветтуй шывпа пӗрӗхнӗ.

Сăнӳкерчӗксем aksubayevo.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем волонтерство