Волонтерсене ТР Раисӗн премине парӗҫ
Тутарстанра волонтерствӑна аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн ТР Раисӗн премине пама йышӑннӑ. Тивӗҫлӗ указа регион ертӳҫи Рустам Минниханов январӗн 20-мӗшӗнчӗ алӑ пуснӑ, документа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
2026 ҫултан пуҫласа ҫулсерен республикӑра волонтер ӗҫӗнче палӑрнӑ кӑтартусемшӗн тата пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тӑватӑ преми – уйрӑм ҫынсене (Раҫҫей гражданӗсене, ют ҫӗршыв ҫыннисене е гражданлӑхсӑр ҫынсене) 300 пин тенкӗлӗх икӗ преми тата организацисене 500 пин тенкӗлӗх икӗ преми парӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев