Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вӑрҫӑ паттӑрне асӑнса иртекен турнир

Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче «Вилӗмсӗр полк» иртрӗ. Ачасем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче кӗрӗшнӗ мӑн аслашшӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтса ялти обелиск патне утрӗҫ.

Каярах ун патӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫуллӑхне халалласа митинг пуҫланчӗ. Мероприятие ятарласах тыл ветеранӗсене чӗннӗ. Пухӑннисене Матак ял хутлӑхӗн ертӳҫи В. Шумилов, район администраци ертӳҫин ҫумӗ А. Ярухин, Шупашкарти «Тус» строительство компанийӗн ертӳҫи Н. Угаслов тата ыттисем саламларӗҫ. 

Митинг хыҫҫӑнах ялти вӑрҫӑ паттӑрне, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройне Семен Уганина асӑнса йӑлари кӗрешӳ турнирӗ пуҫланчӗ. Кӗрешекенсем Чулхула облаҫӗнчен, Шупашкартан, кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнчен, Ҫӗпрелӗнчи Матак, Алешкин Саплӑк, Кӗҫӗн Чӑнлӑ, Шланка ялӗсенчен тата  районти спорт шкулӗнчен, пурӗ 74-ӑн килнӗ. Паттӑра  асӑнса иртекен турнира уҫмашкӑн хисеплӗ ентеш, «Тус» строительство компанийӗн ертӳҫи Н. Ф. Угаслов, район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ А. Е. Ярухин тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дрожжановский район 80-летие Великой Победы