Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВӖРЕНӲ ÇУЛӖ ÇЫВХАРАТЬ

2023 çулхи вӗренӳ çулне Хусан наукăпа тӗпчев технологи университечӗ ректорпа кӗрет

2023 çулхи вӗренӳ çулне Хусан наукăпа тӗпчев технологи университечӗ ректорпа кӗрет

Çӗнӗ вӗренӳ çулне Юрий Михайлович Казаков Хусан Наципе тӗпчев технологи университечӗн (КНИТУ-КХТИ) ректорӗн должноçӗнче пуçлать. Тӗрӗссипе вăл 2020 çултанпах ректор ӗçӗсене илсе пынă, анчах «ректор ӗçӗсене вăхăтлăха туса пыракан» тесе палăртнă ăна халиччен. Кăçал çуркунне иртнӗ ректор суйлавне хутшăннă виçӗ çынран Юрий Казакова университета ертсе пыма çирӗплетнӗ.

Юрий Михайлович Казаков Тутарстанри Рыбно-Слободски районӗнче çуралнă. 1998 çулта Хусан техологи университетӗнчен вӗренсе тухнă. 2007 çултанпа синтетикăлла каучук кафедрин доценчӗ, 2019 çултан техника накисен докторӗ. 133 наука тата вӗрнеӳ методика ӗçӗсем пичетленнӗ, изобретенисен 10 патнетне регистрациленӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество