Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрен те аталан!

«Сәләт» — Информаци технологийӗсем XIII Халăхсем хушшинчи вӗренӳ форумӗн тăваттăмӗш смени вӗçленчӗ. Тӗрлӗ регионтан килнӗ 800 яхăн ача çичӗ кун унта IT-сферин теорийӗпе практикине иртрӗ.

«Сәләт» вăл çитӗнекен ăрăва тӗрлӗ енлӗн аталанма кăна мар, шухăшӗпе проекчӗсене пурнăçламалли вырăн та, — тенӗ Çамрăксен центрӗн директорӗ Айгуль Габдрахманова сменăна хупас церемонире «Сәләтӗн» тӗллевӗпе паллаштарса.

Çӗршывăн малӗмӗтлӗ çамрăкӗсемшӗн вăл интереслӗ кăна мар, усăллă та пулни курăнать. Çичӗ кун IT- сферăн сывлăшӗпе сывланă вӗсем. Форумăн тӗп юхăмӗсемпе (IT -вӗрентӳ, IT-трендсем, IT и бизнес, digital-профессисем)  геймификаци урлă профильлӗ мастерскойсемпе вӗрентӳ площадкисем ӗçленӗ. Наставникӗсем аслă шкулсен преподавателӗсемпе IT-сферăн специалисчӗсем пулнă. Мастер-классен темисем хăйсем кăна мӗне тăраççӗ: «Креативное мышление», «Менеджмент проектов: методы и инструменты», «Индустриальные проекты: от идеи до запуска», «Игра в нейросети», «Как проверять и развивать гипотезы в стартапе»…

Вӗрентӳ программисӗр пуçне тӗрлӗ направленипе дискуссисен площадкисем те ӗçленӗ, кунсăр пуçне çулленхи «ЭкоСәләт» проекта пурнăçласа экологи тематикипе тренингсемпе мастер-классем  те иртнӗ. (Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество