Вӗренер-и чăвашла? Калаçар-ха чăвашла
Çывăх вăхăтрах 200 ытла кӗнеке (пӗтӗмпе 2000 экземпляр) Республикăн муниципаллă районӗсене саланӗç
«Тутар кӗнеке издательстви» ТР ПУП республикăри шкулсемпе ача сачӗсене тӗлӗнмелле пысăк парне хатӗрленӗ. ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхине упрассипе, аталантарассипе ТР Раисӗ çумӗнчи комисси тăрăшнипе, ТР Раисӗ пулăшнипе чăваш, мари, мордва (мăкшă тата ирçе), удмурт шкулӗсемпе ача сачӗсем валли тӗрлӗ-тӗрлӗ интереслӗ, усăллă, вӗрентекенсемпе воспитальсене питӗ кирлӗ кӗнекесем кӳрсе килнӗ — вӗренӳпе методика кӗнекисем те, илемлӗ литература та пур.
Çывăх вăхăтрах 200 ытла кӗнеке (пӗтӗмпе 2000 экземпляр) республикăн муниципаллă районӗсене саланӗ. Шкулсемпе ача сачӗсен фончӗсем чăннипех кирлӗ кӗнекесемпе пуянланӗç. Мӗншӗн тесен комисси ачасемпе ӗçлекенсенчен мӗнле кӗнекесем кирлине, мӗн çитменнине ыйтса пӗлнӗ. «Малтанах именчӗклӗн, пит нумай ыйтма шикленнӗн каларӗç. Кӗнекесем тӳлевсӗр пулнине пӗлсен хăюлланчӗç: „Пире тата ку, ку, тепри кирлӗ“, — теме пуçларӗç», — кула-кула аса илет издательствăн генеральнăй директорӗ Ильдар Сагдатшин.
Чăваш шкулӗсене ăсатакан кӗнекесене Чăваш кӗнеке издательстви кăларнă. Тутарстанпа Чăваш Республикисем çапла килӗшӳ тунă иккен. Чăваш Енри тутар шкулӗсене кирлӗ кӗнекесемпе Чăваш кӗнеке издательстви Тутарстанри ӗçтешӗсем урлă тивӗçтерӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев